Шырав
Шырав ĕçĕ:
64. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ халӑх хушшине, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫити, сапаласа ярӗ, унта вара эсӗ ху та, хӑвӑн аҫусем те пӗлмен турӑсене, йывӑҫсемпе чулсене, пуҫҫапма тытӑнӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, эсӗ лартнӑ патшуна та эсӗ ху та, санӑн аҫусем те пӗлмен халӑх патне кайса ярӗ, эсӗ вара унта урӑх турӑсене — чул турӑсене, йывӑҫ турӑсене — пуҫҫапса пурӑнӑн; 37. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвна кайса яракан пур халӑх патӗнче те эсӗ сехре хӑппи, тӗнче кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл санпа пӗрле хӑвӑн куҫу курнӑ хӑватлӑ та хӑрушӑ ӗҫсем тунӑ; 22. санӑн аҫусем Египета ҫитмӗл [пилӗк] чун пынӑ, халӗ вара хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑлантарса ячӗ.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ҫителӗклӗ ҫисе-тӑранса, лайӑх ҫуртсем лартса [унта] пурӑнма тытӑнсассӑн, 13. шултӑра тата вак выльӑх-чӗрлӗхӳ нумайланса ҫитсессӗн, кӗмӗлӳпе ылтӑну нумайлансассӑн, санӑн мӗн пурри пурте нумайланса кайсассӑн, 14. асту вара, чӗрӳ мӑнаҫланса ан кайтӑр, сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, ан ман; 15. Турӑ сана аслӑ та хӑрушӑ пушхир витӗр илсе тухрӗ, унта наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе ытти тӗрлӗ ҫӗленсем, скорпионсем йӑшӑлтататчӗҫ, ҫӗр шывсӑр ҫунса выртатчӗ; Турӑ унта сана чул хысакран шыв [ҫӑлкуҫӗ] кӑларса пачӗ, 16. кайран хӑвна ырӑ кӑтартма сана йӑвашлантарас, сана сӑнас тесе Вӑл пушхирте сана [эсӗ хӑв та,] аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе тӑчӗ, 17. ҫакна Вӑл эсӗ хӑвӑн ӑшӑнта: «ҫак пуянлӑха эпӗ хамӑн вӑйӑмпа, хамӑн тӗреклӗ аллӑмпа турӑм» тесе ан шухӑшлатӑр, 18. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, асра тыттӑр тесе турӗ, мӗншӗн тесессӗн пурлӑх туса пуянлӑх тупма сана Вӑл вӑй парса тӑрать, ҫапла ӗнтӗ, халь тунӑ пек, Хӑй аҫусене тупа туса панӑ халала вырӑна килтермелле пултӑр, терӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сана йӑвашлантарас тесе, санӑн чӗрӳнте мӗн пуррине, эсӗ Унӑн ӳкӗчӗсене упрассипе упрамассине тӗрӗслесе-сӑнаса пӗлес тесе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, акӑ ӗнтӗ хӗрӗх ҫул хушши сана пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗ, эсӗ ҫак пӗтӗм ҫула асӑнта тыт; 3. Вӑл сана йӑвашлантарса тӑчӗ, выҫӑпа тертлентерчӗ, унччен эсӗ хӑв та, аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе усрарӗ: ҫапла сана этем ҫӑкӑрпа ҫеҫ пурӑнманнине, этем Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан пур тӗрлӗ [сӑмахпа та] пурӑннине кӑтартса пачӗ; 4. хӗрӗх ҫул ӗнтӗ сан ҫире тумтирӳ кивелмерӗ, уру шыҫӑнса аптӑратмарӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать: эсӗ Манӑн умӑмра нумайччен пӑхӑнмасӑр тӑрӑн-и? яр Манӑн халӑхӑма, вӑл Мана кӗлтутӑр; 4. эхер те эсӗ Манӑн халӑхӑма ямасассӑн, акӑ ыран [шӑп ҫакӑ вӑхӑтра] Эпӗ санӑн [пӗтӗм] ҫӗрӳ ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк ярса тултарӑп; 5. вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илӗ те, ҫӗр курӑнми пулӗ, пӑр ҫапнӑ хыҫҫӑн [ҫӗр ҫине] сирӗн мӗн юлнине [пӗтӗмпех] ҫисе ярӗ; ҫавӑн пекех сирӗн хирӗрте ӳсекен пӗтӗм йывӑҫа ҫисе пӗтерӗ, 6. санӑн ҫуртусене, санӑн мӗнпур чурусен пӳрчӗсене, пӗтӗм Египет ҫыннисен [мӗнпур] пӳрчӗсене кӗрсе тулӗ, санӑн аҫусем те, санӑн аҫусенӗн ашшӗсем те ҫӗр ҫинче пурӑна пуҫланӑ кунран пуҫласа паянхи куна ҫитиччен ун пеккине курман, тет, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2