Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аял сăмах пирĕн базăра пур.
аял (тĕпĕ: аял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан сӑсар килнӗ, аялтан кышласа шӑтӑк шӑтарнӑ, сивве пула хуртсем ҫӳлелле хӗсӗннӗ, аял енчен пыла сӑсар ҫиме тытӑннӑ.

Пришла куница, прогрызла внизу дырку, мороз пожал пчел кверху, а снизу мед стала подъедать куница.

Сӑсар — пыл вӑрри // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 120-122 с.

Вӑл аял еннелле кӑштах сарӑлса тӑракан тӳрӗ те вӑрӑм ӗлкеллӗ, ансӑр ҫанӑллӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хурҫӑ каркасӑн аял енне электросваркӑпа «Ленин» тесе шӑратса ҫырса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Анук хӑйне хирӗҫ тӗл пулакан Энӗшкасси ҫыннисене аял пуҫ тайса саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман шутпа, ҫак урама Аял кас тесе ят парсан тӗрӗсрех пулнӑ пулӗччӗ ахӑртнех.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Каярахпа Крыловсем ҫемйипех Ҫӗнӗ касран Аял каса куҫса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Лианӑсем йывӑҫ тунин аял пайне пур еннелле те сарӑлса сырса илнӗ.

Они густо оплетали также во всех направлениях нижнюю часть стволов деревьев.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче ҫӳл енӗпе аял енӗ ӑҫта?

Где на земном шаре верх и низ.

Ҫӗрӗн формипе пысӑкӑшӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ку вырӑна пур енчен те пӗр-пӗринпе тачӑ тӑрса ӳсекен, аял енчен вӗтӗ тӗмӗсемпе, вӑрӑм курӑкпа витӗннӗ йывӑҫсем хупӑрласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав ҫын клепкӑран тухсан вара малтанхи минутсенче ҫӳл енӗ ӑҫтине, аял енӗ ӑҫтине те, сылтӑмми е сулахаййи хӑш енчине те, тухмалла е тухмалла мар вырӑн хӑш тӗлтине те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Авӑ, аял енче арӑмсем кӗпе чӳхеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӑнӳкерчӗк аял вӗҫне хура чернилпа хулӑммӑн 1907 ҫул тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Унтан сылтӑм енчи патакӑн аял вӗҫне ҫекӗл туса ҫӳлелле каҫӑртса хурас пулать.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Юрӗ эппин, — ырӑ сунӑм хӗвелӗпе именчӗклен ирӗлсе, каллех аял пуҫ тайса илчӗ карчӑк, — хӑвӑра та Турри ырлӑх-сывлӑх патӑр.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ак пырӑп та халӗ унӑн вилтӑпри патне, чӗрӗ чечек ҫыххи хурӑп, ырӑ кӑмӑлӗшӗн, пархатарлӑ ӗҫӗсемшӗн, мана ӑспа пурӑнма, пурнӑҫ ҫулӗпе тӗрӗс, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе ырри патнелле ҫеҫ талпӑнма вӗрентнӗшӗн сӑвап сӑмахӗ каласа, аял пуҫ тайӑп.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Пӗве кӗрсе ҫитеймен» вулӑсем пире йӑтса-чӑтса тӑма пултарайманни, тӗреклӗхне ҫитерейменни тӳрех паллӑ пулчӗ: вӗсем ухӑнчӗҫ, силленчӗҫ, «урлӑ-пирлӗ аял пуҫ тайкаласа», ярр! авӑнкаларӗҫ, ҫамрӑк, черченкӗ тураттисем чӗрӗлкелерӗҫ, хуҫӑлнисем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫимӗк хӗвелӗ паян Ҫӗрпе алӑ тытсах туслашасшӑн тейӗн: ҫиччӗмӗш хутри тӗнчеренех ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа чӗрӗ вӑй пиллес-кӳрес тесе-ши, ытла та аял аннӑ, ӑшшӑн, евӗклӗн ҫиҫет, анчах хӑй ҫине тӳррӗн, куҫа чарса пӑхнине хапӑлламасть — шартать, йӑмӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Унӑн аял хӗрри, ӑна ката хӗрри хыҫӗнчен тухман хӗвелӗн кӑвар ҫути ҫапнине пула, этем суранӗнчен йӑкӑрр юхса кӳлленнӗ юн пекех хӗп-хӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Тӳрре тухма ним тума та ҫук енне Ула Тимӗр кӳнӗ тӑкакшӑн сахӑр хуҫи умӗнче ура айӗнчи йӑпӑлти анчӑк пек чӑлханма та, аял кукӑрӑлса-авӑнса илме те тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах шар куракансем те инкеке сирсе яма пулӑшу Турӑран аял пуҫҫапса ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех