Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяккарах (тĕпĕ: аякка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Государь валли ҫыранран кӑшт аяккарах лартнӑ пысӑк чатӑр чылайччен Атӑл ҫинчи ҫилкӗҫ пек вылянкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене вырӑссенчен аяккарах тытас пулать.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир ҫывхарса пынӑ ҫӗртен кӑштах аяккарах кайса лараҫҫӗ те каллех пуҫлаҫҫӗ хӑйсен ӗҫне.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ыттисенчен кӑшт аяккарах пӑрӑнчӗ, вӑрӑм мӑйне тӑсрӗ те куҫӗсемпе чӑррр! чӑрр!.. унталла та кунталла пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Тинех пӑрӑнчӗҫ, аяккарах кайса халь ман вӑлтапа хӑйсем тытма ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Лаша ура сасси аяккарах кайсан, Гена моторне ӗҫлеттерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӗсем ҫынсенчен аяккарах кайса тӑчӗҫ.

Они отошли в сторонку.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укка сых ятне Михапартан пӗр-ик утӑм аяккарах кайса тӑчӗ.

Укка на всякий случай отступила на шаг-другой.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр ҫирӗм-вӑтӑр утӑм аяккарах темӗнле хуралтӑ палӑрать иккен.

Шагах в двадцати-тридцати темнели какие-то постройки.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аллине пупӑн тӗреклӗ аллинчен вӗҫертрӗ те Янтул аяккарах кӗтсе тӑракан арӑмӗпе танлашрӗ.

Высвободившись из довольно крепкой руки священника, Яндул подошел к стоявшей в стороне Ендебек.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗсӗк куҫ ӑна аяккарах чӗнсе кайрӗ.

Узкоглазый отозвал Яндула в сторонку,

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каялла чакса ҫенӗк пеккинчен тухрӗ вӑл, сых ятне кӑшт аяккарах кайса тӑчӗ те: «Кӗтеҫҫӗ сана кантуртисем!» — тесе кӑшкӑрчӗ.

Пятясь, он вышел из предбанника, отошел в сторонку и проорал: — Тебя ждут конторские, слышишь?! — И не пустился наутек, а лишь отступил еще на шаг-другой.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ ни чӗлхе пӗлместӗп аяккарах кайма.

Мне куда поехать — так ни языка не знаю.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр ҫӗр чалӑш пек аяккарах выртать тет.

Неподалеку в снегу валялось.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр саманта вӑл тӑнне те ҫухатнӑ пулас, пӑхрӗ те — хӗр халь хӑй умӗнче мар, виҫ-тӑватӑ утӑм аяккарах тӗттӗмре тӑнине асӑрхарӗ.

Он, видимо, на некоторое время даже потерял сознание, потому что, очнувшись, увидел только что стоявшую рядом девушку уже в нескольких шагах от себя.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан кӑшт аяккарах старик хутаҫҫинче темӗн шырать.

Чуть поодаль от него старик что-то ищет в мешке.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑвӑр ялтан мӗн чул аяккарах каятӑн, ҫавӑн чул якширех.

И чем дальше уйдешь от своей деревни, тем лучше.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑшт аяккарах итлесе тӑнӑ Ухтиван ҫынсене сирсе пуп патне утса пырать.

Ухтиван, стоявший до этого чуть поодаль, раздвигая толпу, устремился к тарантасу.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Григорьев ҫамкине тӑлӑ таткипе шӑлса илчӗ те хӑй чикки патӗнчен аяккарах куҫса ларчӗ.

Григорьев вытер лоб обрезком сукна и пересел от огня подальше.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫаплах, — терӗ те хӗр Ивукран аяккарах куҫса ларма тӑчӗ, анчах лешӗ пилӗкӗнчен хытӑ тытнипе пӗвӗпе кӑна сулӑнчӗ.

— А все так же, — весело откликнулась она, уже собравшись с духом и пытаясь отодвинуться от Ивука, но тот держал ее крепко, и она только телом качнулась в сторону.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех