Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашӗ (тĕпĕ: аш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе ҫул хушшин аша Японие те экспортлама хӑтланнӑ, анчах та вӗсен массӑллӑ протестсем пулнипе, ҫавӑн пекех японецсем Ҫурҫӗр Атлантикӑран килнӗ кит ашӗ вараланнинчен хӑранине шута илсе сутма пӑрахма тивнӗ.

В течение нескольких лет производились попытки экспортировать мясо в Японию, но они были прекращены под давлением массовых протестов, а также из-за опасений самих японцев о влиянии на их здоровье загрязнений в мясе китов из Северной Атлантики.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

— Мулкач ашӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗрле вӑл, кӑмака хутса, пӳрте ӑшӑтать, хур ашӗ пӗҫерет, ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн выртса канать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа хӑй патне пуҫтарӑнакан хӗрарӑмсене сӑйлама мулкач ашӗ ытларах хатӗрлеме тӑрӑшать ырӑ кӑмӑллӑ Откан.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаша патне таврӑннӑ чухне вӑл ҫула май икӗ кӗрепенкӗ сысна ашӗ, ҫур кӗрепенкӗ сар ҫу туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑшӑрӗ, Михаҫ, сысна е ӗне выльӑх ашӗ килӗштермен.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Авӑ, пӑхӑр-ха лайӑхрах, пичӗ ҫавӑнпа ун тӗк татнӑ хур ӳчӗ пек шатрашка, сӑмси пӑру ашӗ пек хӗп-хӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пирӗн республика лартмалли сухан тата хур ашӗ енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен регион шутланать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Пӑру ашӗ юрататӑп эпӗ…

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пӑру ашӗ туртатӑп.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Сурӑх ашӗ тутлӑхлӑ, пахалӑхлӑ, ҫӑмӑл какай шутланать», - тет Виталий Максимов.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Апла пулсан та столовӑйне ӗне ашӗ патӑм тесе бухгалтертан укҫа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Паян чӑх ашӗ туянтӑм-туянтӑмах.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

«Э-э, капла ӗҫ тухас ҫук, сана чӑх ашӗ Шупашкартан туянса килсе парас пуль», — шутларӑм вара эп.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Чирлӗ ҫыншӑн така ашӗ мар, чӑх ашӗ сиплӗ, ҫакна вара Укҫук кинеми ниепле те ӑнланасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Унӑн кашнинчех пӗр сӑмах: «Така ашӗ пӗтмен-ха ман, мӗнле те пулин унпах сиплешкелӗп».

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Итле-ха, Упа ашӗ, — куҫхаршине пӗрӗнтерчӗ вӑл, — капла юрамасть пуль.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайӑк ашӗ, хаклӑ тир — Йӗтӗм ҫармӑсран…

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ученӑйсем тӗрӗслесе пӑхнӑ тӑрӑх, пӑлан ашӗ чи хаклӑ биологи материалӗсенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тӳсекенӗ тӳс ашӗ ҫинӗ, тӳсейменни йытӑ ашӗ ҫинӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех