Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗшӗн (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫимун ял халӑхне усал туман-ҫке, ашшӗшӗн ывӑлӗ айӑплӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслашшӗпе ашшӗшӗн ҫеҫ, сан аслаҫусемшӗн, килӗшрӗмӗр-ха ку ятпа.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ашшӗшӗн ывӑлӗ явап тытмасть теҫҫӗ тӗрмерисем.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Киле таврӑнсан амӑшӗпе тӑван мар ашшӗшӗн пӗртен пӗр тӗрев пулса тӑрать вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Ашшӗшӗн вӑтаннӑ Кӗҫтук шухӑша кайса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Микула ашшӗшӗн тата общинӑри хресченсемшӗн те эрленсе хуравларӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна ашшӗшӗн тытса юлчӗҫ корӑнать.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫук, эп аттене пӗччен ямастӑп, — ашшӗшӗн хуравларӗ Атапай.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ху пӗлетӗн-ҫке, Магмет вырӑнпах выртать, — те ашшӗшӗн, те юри Северьяншӑн каласа хучӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗшӗн мӗн, амӑшӗ кулянать пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хӗрсем ашшӗшӗн те, хӑйсемшӗн те савӑннӑ.

Дочери были рады за отца и за себя.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара ашшӗшӗн тепӗр хуйхӑ тупӑнчӗ, вӑл ывӑлӗ те ҫухалчӗ пулӗ тесе пӑшӑрханма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Туканашне ашшӗшӗн тытса хупман-и вара, вӑл ирӗкрех ҫӳрет-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Альпи.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хула курма, — тавӑрчӗ Туканаш ашшӗшӗн.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат йӑлт начарланса кайрӗ ӗнтӗ ашшӗшӗн Хуйхӑрса…

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах ашшӗшӗн вӑл тавӑрнӑ — Айтара пӗтерме ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вилсе выртни, тен, уншӑн та, ашшӗшӗн те луччӑрах пулмӗ-ши? — тесе, ал пусман ҫырӑвне ҫурса ывӑтрӗ Эльгеев кӑмакана.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗшӗн пулин те — ҫак ҫынна шанса тухмаллаччӗ-и вара?

Как могла она довериться ему, хотя бы ради отца?

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кунтан пысӑк савӑнӑҫ пур-ши ашшӗшӗн.

Разве есть большее счастье для отца, чем это?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хӗрӗн ӑшри туйӑмӗсем хальхинче ашшӗшӗн те вӑрттӑнлӑх пулчӗҫ.

Чувства дочери на этот раз были тайной и для отца.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех