Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вандея вӑл — Францие сакӑр ҫул хушши хӑратса тӑни; аркатса тустарнӑ вунтӑватӑ департамент; пушанса юлнӑ уй-хирсем, таптаса пӗтернӗ тырпулсем, ҫунтарса янӑ ялсем, ҫаратнӑ кил-ҫуртсем; вӗлернӗ хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасем, улӑм витнӗ ҫурт-йӗрсем ҫийӗн ялкӑшса тӑракан пушар ҫулӑмӗсем, ҫынсен чӗрисене чикекен хӗҫсем, цивилизацие хӑратакан мӗлке, акӑлчансене хӑтаракан маяк — акӑ мӗн пулса тӑнӑ ҫак вӑрҫӑ — хӑйсен тӑван ашшӗсене те ним хӗрхенмесӗр вӗлерекен вӑрҫӑ.
VI. Вандея Бретане тӗп туни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Мистер тесе ашшӗсене те калаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Вара каччӑсене, ашшӗсене ярса тытрӗҫ…
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Аслӑ Буржуй, — теҫҫӗ буржуйсем, — эпир ашшӗсене те пиччӗшсене те ҫапса салатрӑмӑр, ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр, ҫӗнтересси патнех ҫитнӗччӗ, анчах вӗсене пулӑшма Кибальчиш Ача вӗҫтерсе килчӗ те, ӑна эпир халиччен ниепле те парӑнтараймастпӑр, — теҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ашшӗсене пулӑшма Кирюкпа Ҫинук та тухрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Хӑшпӗрисен асламӑшӗсем, амӑшӗсем е аппӑшӗсем пур; икӗ хӗр ватӑ ашшӗсене пӑхса усраҫҫӗ; нумайӑшӗн пӗчӗк шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем пур.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ашшӗсене вӗлерсе тӑлӑха хӑварнӑ ачасене курсан макӑрнӑ-ши?
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юлашкинчен вӗсем ачасем патне чупса ҫитеҫҫӗ те вӗсене тивӗҫлӗ наказани параҫҫӗ: хӑшне ҫӳҫрен, хӑшне хӑлхаран ярса илнӗ, теприсене ӗнсерен тӑхӑнтараҫҫӗ; вӗсен ашшӗсене те хӑратаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тата ӗненӗр, ытти ашшӗсене те ҫавӑн пек хӑрушӑ хыпарсене илсен — ҫӑмӑл пулман, сире мӗнле йывӑр пулнӑ — ҫавӑн пекех йывӑр пулнӑ.— И поверьте, другим отцам при страшной вести было не легче вашего, нет, не легче.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Телейлӗ ашшӗсене ывӑлсем ҫурални ҫинчен свидетельство, асӑнмалӑх парнесем те панӑ.
Пӗчӗк каччӑсем ҫуралнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/pechek-kachchasem ... ralna.html
Район администрацийӗн ЗАГС пайӗн начальникӗ Любовь Артемьева ашшӗсене ҫемьери савӑнӑҫлӑ пулӑм - ача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ.
Пӗчӗк каччӑсем ҫуралнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/pechek-kachchasem ... ralna.html
8. Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 9. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа. 10. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 11. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ, 12. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ырӑ Хыпара йышӑнмасӑр вӗсем сирӗншӗн Турӑ тӑшманӗсем пулчӗҫ; анчах та Турӑ суйласа илнӗскерсем, вӗсем ашшӗсене пула Туррӑн юратнӑ ҫыннисем пулаҫҫӗ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла тунӑшӑн сирӗн хушшӑрта ашшӗсем ывӑлӗсене ҫийӗҫ, ывӑлӗсем хӑйсен ашшӗсене ҫийӗҫ; эпӗ сана сут тӑвӑп, чӗрӗ юлнисене пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эпӗ Израиль килӗпе тата Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 32. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун вӗсемпе хывнӑ халал пек пулмӗ; Эпӗ вӗсен Патши пултӑм пулин те, вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ ӗнтӗ Эпӗ Хамӑн халӑхӑма, Израильпе Иудӑна, тыткӑнран тавӑрас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каллех хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп те, вӗсем ӑна тытса тӑма пуҫлӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсене хӑйсене тата вӗсен ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкичченех Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярса тӑрӑп.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах та тупа тунӑ чухне: «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» теме чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 15. ун чухне урӑхла калӗҫ: «Израиль ывӑлӗсене Хӑй хӑваласа янӑ ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен, ытти мӗнпур ҫӗрсенчен каялла илсе килнӗ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене вӗсенӗн ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.