Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗпе (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ревлен Петрович ашшӗпе амӑшӗ калаҫнине сисрӗ, анчах вӗсене чӑрмантарас мар тесе, юриех ыйту хыҫҫӑн ыйту парса, йӑмӑкӗн пӗлӗвне тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗррехинче ашшӗпе амӑшӗ чӑтаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ашшӗпе амӑшӗ мӗн те пулин асӑрхаттарса каласанах: «Хӑпӑр ман ҫумран!» — тесе тулашса кӑшкӑрса тӑкать.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ку чӑнах ҫапла пулса тухрӗ: ашшӗпе амӑшӗ халӗ Митюкпа сас хӑпартса калаҫкалама та, ӑна ятлакалама та пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Майӗпен ӗҫе те хӑнӑхтарса пырасчӗ те ачана — ҫук ҫав, кунта та ашшӗпе амӑшӗ хӑйсене тӳрре кӑларма май шырарӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Апла Лена ашшӗпе амӑшне те килӗшет.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл пӗчӗк ача пек вырӑнӗ ҫинчех хуҫкаланса, авкаланса илчӗ те урайне ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ, анчах кӑвак чечекле каркӑҫпа карнӑ чӑланта ашшӗпе амӑшӗ ҫурма сасӑпа темӗн ҫинчен, хӗрсех калаҫнине илтсен, ваттисене чӑрмантарас темерӗ, шӑпланчӗ, ҫӗнӗрен ҫемҫе утиял айне кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл ашшӗпе амӑшӗ ҫине юратса, хисеплесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ ыталанса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫывӑрмалли вырӑн патӗнчи стена ҫинче ашшӗпе амӑшӗн пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсем.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ашшӗпе пуплеҫҫӗ, манпа калаҫмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ача чухне, ҫырма хӗрринче ашшӗпе кӗтӳ кӗтнӗ вӑхӑтра, ӳссен ветфельдшер пулатӑп тесе Рамиз шутламан паллах.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Ачалӑхӗ Мускавра иртнӗ, ашшӗпе пӗрле вунпиллӗкрех завода ӗҫе кӗнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Таяпа Энтри ялӗнчен ашшӗпе килнӗ Ксения Краснова — 5 ҫулта.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Чиперккене ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне аппӑшӗпе пиччӗшӗсем те хӑйсем пекех тӗрлӗ енлӗ аталанса ӳсме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Паймуллинсен ҫемйинче ашшӗпе амӑшӗ ачисемшӗн ҫеҫ мар, юлташӗсемшӗн, пӗлӗшӗсемшӗн, тӑванӗсемшӗн, ыттисемшӗн те ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Паян килте ашшӗпе ывӑлӗ кӑна лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ лутака та мӑн хырӑмлӑ, самӑр ҫынна пӳрте ҫавӑтса кӗчӗҫ те манпа юнашар лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑшӗсем татах хушса: — Хӗрхенни паллах, ахальтен каламарӗ вӗт ывӑлӗн ачалӑхӗ мӗнле асаплӑ та йывӑр пулнине, ашшӗпе ама ҫури амӑшӗ ӑна мӗнле суйса асаплантарнине. Ҫав чӑнлӑха халӑх тата суд тӑвакансем ӑнланса, кӑштах та пулин ҫӑмӑлрах приговор ҫырасса, персех вӗлермелле ан туччӑр тесе каларӗ вӑл. Ун чухне ҫын вӗлернӗшӗн персе пӑрахмалли саккун пуррине ӑнланнӑ, шеремет, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпир ашшӗпе калаҫнӑ хушӑра хуралҫӑ ыран валли вӑрманта ҫӳремелли план та туса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех