Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗнчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Зина ашшӗнчен ҫыру илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Енисее ҫав тери юратнипе ватӑ ашшӗнчен — Байкалран тухса тарнӑ Ангарана, вӑл Падун тӑвӗсемпе кӗрешсе куҫҫульпеле юн юхтарнине, тумламсем ӳкнӗ вырӑна хӗрлӗ чечексем шӑтса тухнине, кайран ҫав чечексем пӗтӗм тайгана сарӑлнине, ҫынсем вӗсене «хӗлхемсем» тесе ят панине аса илтеретчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Галина Петровна каласа панӑ тӑрӑх, творчествӑна юратни ӑна ашшӗнчен куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Чӑваш халӑх художникӗ М. С. Спиридонов кил-йышӗнче ҫуралса ӳснӗскер, вӑл пӗчӗклех ӳкерме пуҫланӑ, ашшӗнчен вӗренсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Вӗсем кашниех е амӑшӗнчен, е ашшӗнчен йӑлӑнса илнӗ ҫав пилӗкшер пуса.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вӑл ашшӗ сӑнлах, пӗвӗпе те ашшӗнчен лутра мар.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Текех ашшӗнчен ҫӑкӑр кайса ыйтма аванмарланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Левентин те ашшӗнчен амӑшӗ пирки ыйтса пӗлмен-тӗпчемен кун иртмест.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӗрӗ ашшӗнчен пӗр утас юлми, уйрӑласса чунӗ сиснӗ тейӗн, ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хабиров халӗ ӗнтӗ передовоя амӑшӗнчен, ашшӗнчен, арӑмӗнчен, хӗрӗнчен тата ҫак боецӑн ывӑлӗнчен салам калама таврӑнасси ҫинчен шантарнӑ.

Хабиров подчеркнул, что теперь уже вернется на передовую с приветом от мамы, папы, жены, дочери и сына этого бойца.

Радий Хабиров СВОна хутшӑнакан боеца панӑ сӑмахне пурнӑҫланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3393756

Ашшӗнчен хӑрать и ҫав эсремет?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Суту-илӗвӗ те Ҫтаппанӑн ӑннӑ, ҫил арманӗ те ӑна ашшӗнчен юлнӑ.

И торговля у Степана идет лучше, да и мельница ему досталась по наследству.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Зоя Михайловна хӑйӗн маҫаккӑшӗ Трифон Федоров Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вут-ҫулӑмӗ витӗр утса тухнине ашшӗнчен илткеленӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Ҫтаппан вара ӑсра хушас-кӑларас, хутлас-пайлас тӗлӗшӗнчен унран та, ашшӗнчен, малта пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫаплах калать-и? — ӗненмесӗртерех ыйтрӗ ашшӗнчен Таранов сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунсӑр пуҫне Георгий ашшӗнчен сивӗнсе пынинче урӑх сӑлтавсем те пур, уйрӑмах пӗлтӗртенпе…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

«Ман ҫинчен ашшӗнчен ыйтса пӗлнӗ пулас, вӑтам шкул пӗтернине те пӗлет», — шутларӑм эпӗ, хам ҫавӑншӑн хӗпӗртерӗм те…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Анне килте ҫук-им? — ыйтрӗ вӑл ашшӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Туй тума хатӗрленместӗр-и, Кӗркури пичче?» — шӳтлӗн-мӗнлӗн ыйтрӑм унӑн ашшӗнчен.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вара ывӑлӗсем ашшӗнчен инҫе ҫула им шырама яма ирӗк ыйтрӗҫ.

Тогда сыновья попросили у отца разрешения отправиться в дальний путь и поискать лекарство в другой стране.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех