Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Халӑха кала: ыранхи кун тӗлне тасалса тӑрӑр, вара аш ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫана илтӗнмеллех йӗтӗр: пире кам аш ҫитерӗ? пире Египетрах аванччӗ, терӗр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Ҫӳлхуҫа аш парӗ, вара [аш] ҫийӗр: 19. пӗр кун кӑна мар ҫийӗр, икӗ кун мар, пилӗк кун мар, вунӑ кун мар, ҫирӗм кун та мар, 20. уйӑхӗпех аш [ҫийӗр] — сӑмсӑр шӑтӑкӗнчен тухичченех, хӑвӑра йӗрӗнтерсе ҫитеричченех ҫийӗр; хӑвӑр хушшӑрти Ҫӳлхуҫана вырӑна хуманшӑн, Ун умӗнче: пирӗн Египетран мӗншӗн тухмаллаччӗ-ха? тесе йӗнӗшӗн ҫапла пулӗ, те, тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫав аш мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫиме юрамасть, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; таса аша вара кирек мӗнле таса ҫын та ҫиме пултарать; 20. пӗр-пӗр ҫын хӑй таса мар чухнех Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, 21. е пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне, этем тасамарлӑхӗ ҫумне е таса мар выльӑх ҫумне, е мӗнле те пулин таса мар ҫӗлен-калта ҫумне сӗртӗннӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ах, пурнӑҫ — кӗрт вал: аш та аш, Ашма пӗлсен тухан чапа.
VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Унта тепӗр йытӑ аш йӑтса пырать тесе, вӑл хӑй ашне пӑрахрӗ, тет те, лешин ашне туртса илес тесе, шыва сике лачӗ, тет.
Йытӑпа унӑн мӗлки // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
21. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑн санран инҫетре пулсассӑн, хӑвна Ҫӳлхуҫа [Турру] панӑ шултӑра е вак выльӑхунтан, эпӗ сана хушнӑ пек, хӑвӑн килӗнтех выльӑх пусса кӑмӑлу туличченех аш ҫи; 22. ӑна хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пек ҫи: [сан патӑнта] ӑна таса марри те, таси те ҫиме пултарать; 23. анчах ҫирӗп астуса тӑр: юн ҫиесси ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн юн вӑл — чун: ашӗпе пӗрле чунне ан ҫи; 24. ӑна ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк; 25. сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те [ӗмӗрех] ырӑ пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ырӑ ӗҫ,] тӗрӗс ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, ан ҫи ӑна.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑй сана каланӑ пек, санӑн ҫӗрӳн чиккисене сарса ярсассӑн, эсӗ аш ҫиессӳ килнӗрен: «аш ҫием-ха эпӗ» тейӗн, ҫавӑн чухне вара кӑмӑлу туличчен аш ҫи.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аш таткисем патӗнчен хӑваласа антарас тесе халь ҫеҫ патак тытсаттӑм, ак, хайхисем, Твиккапа Квикка таҫтан килсе ҫитрӗҫ те: «Эй, чим! Эс пире панӑ аша вӑрлама килнӗ-иҫ!» — терӗҫ пулмалла, кушак ҫине пӗри пӗр енчен, тепри тепӗр енчен вӗҫсе анчӗҫ.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.
Аш таткисем ӑҫта выртнине шӑршинченех пӗлчӗ, карлӑк тӑрӑх чӑкӑр-чакӑр тутарса ҫенӗк витти ҫине улӑхрӗ те аш таткисене турткаламах тытӑнчӗ.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.
Кукка мискӑран ҫуллӑ та шӑмӑллӑ аш кӑларса ӑна горчица сӗрчӗ, тӑвар сапрӗ те хӑйӗн ҫирӗп шӑлӗсемпе шӑмӑ ҫумӗнчи ашне хышласа, кӑмӑлне кайман пек пуҫне сулларӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӗрӗссипе каласан, ку аш ватӑ сунарҫӑсем тытса лагера илсе килнӗ бизон, пӑши тата пӑлан ашӗсенчен тутлӑ пулман, ҫапах та ачасем ӑна юратсах ҫинӗ.
Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Хушӑран вӗсем типӗтнӗ аша вӗтетсе выльӑхсен шӑмми варӗнчен кӑларнӑ мимепе е ҫупа хутӑштарса пеммикан — аш порошокӗ хатӗрленӗ.Иногда они растирали сушеное мясо в порошок и приготовляли пеммикан…
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Сӗтел ҫине малтан — хура сухари тураса янӑ ҫуллӑ купӑста яшки чашӑкпа пырса лартнӑ, ку яшка ашсӑр пулнӑ, унтан, ҫав яшканах вӗттӗн туранӑ аш ярса илсе пынӑ, кун хыҫҫӑн ӑшаланӑ ҫимӗҫ — сысна ҫури, хур, пӑру какайӗ е кӗрпе тултармӑшӗ лартнӑ, унтан татах выльӑх ӑшчиккипе пӗҫернӗ шӳрпе е лапша панӑ, юлашкинчен апата тутлӑ ҫимӗҫпе вӗҫленӗ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӳхе ҫӑкӑр чӗлли тата хулӑм аш касӑхӗ касса илсе ҫиекенӗ вӗсене пӗрле тирпейлесе тытать, икӗ аллипе те ҫӑвар патнелле илсе пырать, — тути унӑн чӗтрет, вӑл ӑна йытӑ чӗлхипе ҫуланӑ пек вӑрӑм чӗлхипе ҫулать, вӗтӗ те ҫивчӗ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ, — вара сӑн-питне аш патнелле йыта манерлӗ тайӑлтарать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл хуллен тӑрать те хуранран аш кӑларса илсе тӑраничченех ҫиет, ашӗ вырӑнне байӑн сӑран йӗмне ярса хурать.
Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.
Кунсӑр пуҫне, хӑйне евӗр танлаштаруллӑ калаҫӑва хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ ҫакӑ чыслӑ сӗтел хушшинче, тӗслӗхрен, акӑ: епле ӑнланмалла-ха — ресторанта, чаплӑ ресторансенчех, тӗрлӗрен кафесемпе столовӑйсене асӑнмӑпӑр та, ак ҫакӑн евӗр аш таткинченех мунчалапа пушмак тӗпӗ хутӑшӗ хатӗрлесе параҫҫӗ, кунта вара сан умӑнта — шухӑшлӑр-ха, ҫав аш таткиех! — ҫисе тӑранма ҫук тутлӑ ҫимӗҫ ырӑ шӑршӑпа пӑсланса ларать…
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫуртра пуртӑ ывӑтсан пуртӑ тытӑнса тӑмалла тӗтӗм-сӗрӗм явӑнать, шаритленӗ аш, пӑспа пӗҫернӗ аш шӑрши кӗрет, пӑрӑҫ шӑрши, уксус, горчица, корица шӑрши сӑмсана кӑтӑклать — ӑҫтан каласа пӗтерӗн пурне те, чан-чӑн шашлычнӑй!
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Барскин питне хӗрлӗ аш татӑкӗсенчен ҫыпӑҫтарса тунӑ пек туйӑнать, унӑн темӗн пысӑкӑш пуҫӗ, мӑйӗ, питҫӑмартийӗсем, аллисем — пӗтӗм кӗлетки упа ҫӑмӗ пек хулӑн ҫӑмпа витӗннӗ, хӑлхисем пачах та курӑнмаҫҫӗ, кирлӗ мар куҫӗсем минтер пек мӑкӑрӑлса тӑракан аш ӑшне путнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яшки ҫинче ҫуллӑ ӗне аш татӑкӗсем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, пӑрӑҫ, лавр ҫулҫи ярса тултарнӑ унта, тата нольская зраза теекен апатпа пӗрле горчица лартса панӑ, пӗчӗкҫӗ аш куклисем илсе пынӑ, кусемпе пӗрле пӑсӑла пуҫланӑ ҫу хурса панӑ.
20 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Шывра йытӑ та, аш та ҫук, тет, хӑйӗн ашне шыв юхтарса кайрӗ, тет.
Йытӑпа унӑн мӗлки // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӑнасене какайпа бульон е аш шӳрпи, унтан гарнирпе пулӑ, тискер кайӑкӑн е килти выльӑхӑн пӗҫернӗ ашӗ, пылак апат-ҫимӗҫ, улма-ҫырла лартса параҫҫӗ.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.