Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашлать (тĕпĕ: ачашла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрача ӑна тӑратасшӑн тӑрмашать, амӑшӗн аллинчен туртать, питӗнчен ачашлать

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Поэтӑн чунӗ пысӑк, вӑл кулать, питлет, юратать, ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хӑй ҫав вӑхӑтра йӗнине палӑртас мар тесе ачине ыталаса илсе унӑн ҫуллахи хӗвелпе шупкаланнӑ пуҫне ӗҫпе касӑлнӑ ал лаппипе ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Вырӑнӗ хитре кунта: хыр-чӑрӑш вӑрманӗн таса сывлӑшӗ кӑкӑра ачашлать, ӳпкене тасатать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Раман ҫамрӑк хӗрарӑма пуҫӗнчен ачашлать, лӑпкать, ӑшӑ сӑмахпа лӑплантарать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лесник пӳрчӗ хыҫӗнчи чӑрӑш тӑррисемпе выляса, уйӑх майӗпен имшер ҫутине пӗве тӗкӗрӗ ҫине сапалать, сулӑ ҫинче салтак бушлачӗ пӗркенсе ларакан Тамарӑна питрен ачашлать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ хаваслӑн ыталать, чуптӑвать пепкене, ачашлать, хӑйӗн ачи пекех савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑштӑр-вӑштӑр ҫил ӳт-пӗвӗсене ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑхӑт шелсӗр питрен ҫупать, Вӑхӑт — амӑшӗ пек ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Анӑҫалла сулӑнса ҫинҫе вӑрӑм урисемпе инҫетри Сӑр хӗрринчи вӑрман ҫине чӗркуҫленнӗ хӗвел Автанкасси таврашӗнчи вӑрмана, улӑх-ҫарана, уй-хире кӗрен ҫутӑпа ачашлать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ял ҫумӗнчи вӑрман ҫине таяннӑ хӗвел тавралӑха кӗрен пайӑркисемпе ачашлать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Савӑнса кайнӑ йӑваш чӗрчун Аркаша хӗрлӗ чӗлхипе аллинчен ҫулать, тяппипе питӗнчен ачашлать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑй куккӑшӗн сӑмсинчен Чӗкеҫ тытрӗ алтутри; Йӗри-тавра ик енчен Элмен пурҫӑн ун тӗрри — Вут-кӑвар пек ялкӑшать, Хаяр куҫа ачашлать

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Турра шӗкӗр, упӑшка тивмест, кушака ачашланӑ пекех ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ферма пуҫлӑхӗ Семен Дмитриевич сехӗрленнӗ ӗнене пуҫӗнчен ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Чӗнекен ӑна ачашлать, ҫӑварне сахӑр хыптарать.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ача-пӑча сачӗ тӗлӗнче пире вӗтӗр-шакӑр ачасем хупӑрласа илчӗҫ (ун чухне анӑҫри хӗвел урисене йӗркеллӗ тӑсса яма та ӗлкӗрейменччӗ-ха): анчӑка хӑшӗ ачашлать, хӑшӗ чуп тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Каҫхи сулхӑн хыҫҫӑн хӗвел уйрӑмах чӗрене канӑҫлӑх кӳрсе ачашлать, ҫавӑнпа та автобус чӳречинчен вӗлтлетсе юлакан уй-хирсене пӑхса пыракан Клава хӑй сисмесӗрех тӗлӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Марине пыл хуртне чи телейлисен йышне кӗртет, мӗншӗн тесен Марине сарӑ чечеке пӳрнипе ҫеҫ ачашлать, пыл хурчӗ вара чечек ӑшне кӗре-кӗре тухать, сарӑ утрав ҫинче йӑваланать.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

— Пулӑш, Параму-ун, — ыталаса ачашлать Санюк.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех