Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашласшӑн (тĕпĕ: ачашла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ӑна ачашласшӑн, амӑшӗ хӑйӗн пӗчӗк ачине ачашланӑ пек ачашласшӑн.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ ӑна алӑпа ачашласшӑн пултӑм, анчах кушак аҫи пӗррех сиксе, чӳрече хӑмине тивмесӗр чечексен клумби ҫине анса курӑк хушшинче ҫухалчӗ.

Я хотел погладить его, но кот попятился назад и одним махом, не прикасаясь даже к подоконнику, вылетел на заглохшую клумбу и исчез в траве.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ, унта кӗрсе, сысна ҫурисене ачашласшӑн пултӑм, Матвей Иванович мана унта кӗме хушмарӗ, кӗрсен ҫав сысна веҫех ҫыртса пӗтерет, терӗ.

Я хотел, чтоб туда пойти и погладить поросяток, а Матвей Иванович сказал, что если я туда пойду, так меня эта свинья укусит.

Сыснасем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл вырӑн ҫине ӳкнине илтсе арӑмӗ вӑранса кайрӗ; карӑнкаласа илчӗ, куҫ хӑрпӑкӗсене виҫӗ хутчен мӑчлаттарнӑ хыҫҫӑн куҫне уҫса ун ҫине кӑшт ҫилленчӗклӗн пӑхрӗ, анчах, упӑшки паян ӑна нимӗн чухлӗ те ачашласшӑн пулманнине курсан, кӳреннипе тепӗр айккине ҫаврӑнса выртрӗ те аллине хӗрлӗ питҫӑмарти айне хурса часах ҫывӑрса кайрӗ.

Движение, произведенное падением ее супруга на кровать, разбудило ее; протянувшись, поднявши ресницы и три раза быстро зажмуривши глаза, она открыла их с полусердитою улыбкою; но, видя, что он решительно не хочет оказать на этот раз никакой ласки, с досады поворотилась на другую сторону и, положив свежую свою щеку на руку, скоро после него заснула.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех