Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашларӗ (тĕпĕ: ачашла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тӗпӗртетсе авӑракан арман тӗлӗнчен иртнӗ чух сӑмсана ҫемҫе ҫӑнӑх шӑрши ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӑвӑр кайма суклаҫ пулсан, илеҫҫех ӗнтӗ, — хӗрне пуҫӗнчен ачашларӗ Таттуҫ аппа.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ырӑ кӑмӑллӑ вырӑс хӗрарӑмӗ пулӑшма тӑрӑшни Ҫтаппан чӗрине ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук лаши пӑтне пырса ҫамкинчен ачашларӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ывӑлӗн хӗвеле пула шупкаланса кайнӑ пуҫне амӑшӗ ик аллипе пӗр шухӑшсӑр, ҫепӗҫҫӗн ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Хӗрарӑм пӗчӗкскере, ҫиҫекен куҫӗсенчен пӑхса, пуҫӗнчен ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Каччӑ, хӗр хирӗҫлеменнине кура, аллине ирӗке ячӗ: икӗ ҫип пӳске пек хӑпарса тӑракан кӑкӑрӗнчен, пилӗкрен аяларахри вырӑнтан ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫӑкӑр заводӗнчен каҫхи тавралӑха саланакан техӗмлӗ шӑршӑ чун-кӑмӑла ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сан паян уяв, саламлатӑп, — питӗнчен ачашларӗ вӑл ӑна, — ҫӗнӗ кӗпе, ҫӗнӗ галстук хатӗрлесе хутӑм ҫӗркаҫах, костюмна та ҫӗннине тӑхӑн.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, арӑмне лӑплантарас тесе, пуҫӗнчен, хулпуҫҫинчен ачашларӗ, ӑшӑ сӑмах каласа чуптуса илесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавнашкал йывӑрлӑха ҫӗнтерсе хӗвел патнелле кармашакан черчен чечеке аллипе ҫепӗҫҫӗн ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ача вырӑнӗ ҫинче сӗмсӗррӗн хуҫаланнӑ хӗвел шевли Сатур пит-куҫне шыраса тупрӗ те савӑнсах, малтанхинчен те хӗрӳрех, пӗҫертрӗ, ачашларӗ, ҫупӑрларӗ, хӑйӗн ташшине ташларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Хӑйӗн ҫемҫе куллипе, ӑшшипе пӗтӗм тӗнчене ачашларӗ, кӗҫех сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ ял ҫине хӑй пайӑркисене ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫамрӑк арӑм ӑна ачашларӗ, тикенекне иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫурӑмӗнчен ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗтӗмпех лайӑх пулӗ, — куштӑрканӑ аллипе ачашларӗ Кирила пуҫӗнчен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пит ҫума кайнӑ чух мана сӑмсаран шаклатса илчӗ, ҫурӑмран лӑп-лӑп-лӑп ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Укаҫ кинеми пилеш йывӑҫне ачашларӗ, унӑн ҫулҫисене пӳрнисемпе тытса сӑтӑркаларӗ, ун-тан сӑхсӑхрӗ, тутисем темӗн пӑшӑлтатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӳҫӗ ҫырла // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 28 с.

Такамсен пахчи патне ҫитсе ҫамрӑк пилеш айӗнчи ҫерем ҫине ларсан, Анатолий Семенович йытӑ ҫурине алла илчӗ те ӑна вӑрахчен пичӗ ҫумне ҫупӑрласа ачашларӗ: ара, Бианка ӳркенсе е юнтарса ҫыр ҫамкинче тӑрса юлмарӗ-ҫке-ха, каялла та анса каймарӗ!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех