Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑрсах (тĕпĕ: ахӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чухне пулсан вӑл ахӑрсах кулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑна илтнӗ халӑх ахӑрсах кулса ярать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӑна илтсен пурте ахӑрсах кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тин кӑна темле кулӑшла саманта тӳссе ирттернӗскерсем ахӑрсах кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ахӑрсах вилмелле…

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Лешӗ ахӑрсах йӗме пикеннӗ.

что та заревела во весь голос.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпир ахӑрсах кулса ятӑмӑр, мӗн тейӗн, вӑл вара ҫав вӑхӑтран пуҫласа хырӑнма тытӑнчӗ.

Мы со смеху как грохнем, а он, что ты думаешь, с тех пор бриться стал.

Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.

Стариксем ахӑрсах кайнӑ.

Старики разошлись вовсю.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Арҫын ачасем малтан куланҫи турӗҫ пулсан халӗ ахӑрсах ячӗҫ.

Если до этого мальчишки хохотали нарочито, то теперь они просто взорвались.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ачисем ахӑрсах янӑ: — Ак суя чӑпти, тыттарать!

Дети посмеявшись: - Ах врет, врунишка!

Ашшӗпе ачисем // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех