Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ахӑр (тĕпĕ: ахӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ахӑр самана ҫинчен калакан юмах тӗрӗсех пулсан, акӑ вӑл, ҫав ахӑр самана, — шухӑшласа илчӗ Таня Богуцкая, чуна ҫӳҫентерсе ҫуйӑхакан хӗрарӑмсемпе ачасен хурлӑхлӑ сассисене, аҫтаха пек шӑхӑрса ӳлекен сиренӑсене тӑнласа.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӗтмен ҫӗртен кунта кӑштах пӗр шухӑшлӑх та пур ахӑр, Фильс мӗн тунине манӑн та тӑвас килсе кайрӗ; анчах ҫак утӑм патне ытларах теветкеллӗхӗн ҫивӗч кӗҫӗтӗвӗ туртать ахӑр, — ҫак туртӑм хӑш-пӗр ҫыннӑн трамвай ҫулне пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан вакун ҫумӗнченех татса каҫассишӗн тытса чарайми ӑнтӑлӑвӗпе тӑванлӑ.

Неожиданно меня потянуло сделать то же, что сделал Фильс, отчасти из солидарности; но в большей степени толкнул меня к этому острый зуд риска, родственный неудержимому стремлению некоторых людей переходить трамвайные рельсы почти вплотную к пробегающему вагону.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тӑман тухать ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхи апат ҫименскер, хырӑм выҫҫине ҫавӑнпа лӑплантарас терӗ, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтекенсем пӗр вакунран тепӗр вакун патне чупкалаҫҫӗ, пуйӑс малалла тапранса тӑванӗсене таҫталла илсе каясран шикленеҫҫӗ, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ахӑр самана килет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ахӑр самана ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Танксем шыв урлӑ каҫма урӑх ҫӗрте майлӑрах вырӑн тупнӑ, ахӑр, — мӑкӑртатрӗ ватӑ салтак.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Турӑ ҫапла хушнӑ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сахал хӗненӗ ахӑр, — питне пӗркелентерчӗ офицер, юри хӑйне йӗрӗннӗ пек кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ йӗр те юлмарӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Корсаковсен картишӗнчен ӗсӗклени илтӗнчӗ — икӗ е виҫӗ хӗрарӑм харӑсах йӗреҫҫӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Гитлер вилсе пырать ахӑр, — хаш сывласа ячӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Ҫӗрле Кузнецова ҫуртне хыттӑн пырса шаккарӗҫ, атӑпа кӗрӗслеттереҫҫӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӑх иртнине ӑнланса пӗтереймерӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хут парӑнмарӗ, ҫилӗмӗ ытла ҫӑра пулнӑ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗне темскер пӗлтересшӗн ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ял Советӗнчен янӑскер ахӑр», — тавҫӑрса илчӗ салтак арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑш-пӗр чухне вӑл чарӑнса та тӑратчӗ, нимӗн тума пӗлмесӗр нушаланатчӗ вара, анчах калаҫу пуҫарма ниепле те хӑюлӑх ҫитерейместчӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пирӗншӗн — хӗрарӑмсемшӗн — ятарласа ӑсталанӑ ахӑр, санпа хамӑрӑн инкексене, асапсене калаҫса пайлама, тӑлӑх арӑм чунне уҫса пама, ыйхӑсӑр каҫсене пӗрле кӗскетме, — пӑшӑлтатрӗ асапланаканскер хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех