Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑлтатсах (тĕпĕ: ахӑлтат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл фотоаппаратне вӗҫертет те ахӑлтатсах кулакан старикпе ачана ӳкерсе илет, вара ман пата утса килет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Петр Семенович ахӑлтатсах кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Манӑн кӗпе те… — ахӑлтатсах кулса ячӗ Шура (ун тип-тикӗс шурӑ шӑлӗсене асӑрхарӑм).

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӗҫӗн юлташӗсем ҫапла тӗпчени ӑна савӑнтарать, вӑл алли ҫитнӗ таран ачасене ыталаса илет те ахӑлтатсах кулать.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫапла калани вӗсене килӗшрӗ пулас, ахӑлтатсах кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Эпӗ чӑтаймарӑм, пӗрре хурланнипе, тепре тарӑхнипе ахӑлтатсах кулса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Пурте ахӑлтатсах кулса яраҫҫӗ те ҫӑл куҫ хӗрне упаленсе пырса шыв ӗҫеҫҫӗ, качака пек мекеклетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Симонюк ахӑлтатсах кулса ячӗ, анчах хӑйне хӑй ҫавӑнтах чарчӗ те: — Ну, шӳтлер мар-ха. Тата виҫҫӗмӗш вариант пур, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара ахӑлтатсах кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ну, паллах ӗнтӗ, вӑл ҫапла каласан тӳсеймерӗмӗр эпир, ахӑлтатсах кулса ятӑмӑр!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Сасартӑк хайхискер ахӑлтатсах кулма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Арӑму санӑн, хӑвӑн пекех пысӑкскер, самолет ҫине шӑнӑшаймасть-ши? — ахӑлтатсах кулса ячӗ Улькка.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тем хушӑра ҫуна ҫинчен сиксе аннӑ Никӑн, ахӑлтатсах кулаканскер, сип-сивӗ аллипе хӗрарӑма ҫупӑрлама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ишмук кунта та ҫухалса кайманнине курса, пурте ахӑлтатсах кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шуйттан ҫурисем алшӑллине ахӑлтатсах карӑнтарчӗҫ, Хӗлӗх Хӗлипне ҫӳлелле вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Манран вӑл кайран лӗх-лӗх туса е ахӑлтатсах култӑр-и?»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Комсомолецсем ахӑлтатсах кулчӗҫ.

Комсомольцы смеялись.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Тӗрӗс иккен, яп-яках», — тет, хӑй ахӑлтатсах кулать.

— Да, чистенько», — говорит, а сам смеется.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тимафи ҫапла каласа парсан, — хӑм чӑтаймасӑр ахӑлтатсах кулса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ну, атте, хытӑ тавӑрнӑ вара эсӗ такана, — терӗ Володя, ахӑлтатсах кулса.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех