Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑлтатакан (тĕпĕ: ахӑлтат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна Тихӑн хӑйне ҫивӗч чӗлхишӗн ырлани вырӑнне хурса йышӑнчӗ пулас та, ахӑлтатакан ҫын еннелле ҫаврӑнса, хӑй те пылаккӑн ҫуталчӗ, вирлӗнрех кастара пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Залри пассажирсемшӗн ку ӑнсӑрт, тулӑксӑр, пуклашка пурнӑҫӑн кукрашки, чӑнах та, тӳлевсӗр кӑтартакан камитех пулчӗ ӗнтӗ: пӗрисем чӑхлатаҫҫӗ, теприсем пӗр кӗвӗллӗн кусса кайнӑ ҫинҫе саспа ихӗлтетеҫҫӗ, варне хӗҫлентерсе, ӑна ик аллипе ҫӑтӑр-ҫӑтӑр тытса ахӑлтатакан та пур.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пуҫра аса илӳсем мӗлтлетеҫҫӗ: хӗрарӑмсен ахӑлтатакан ҫӑварӗсем.

В голове мелькали воспоминания: хохочущие женские рты.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Сӑпани халӗ ӗнтӗ тӳсеймерӗ, кулса ячӗ, ҫавӑнтах хӑйне чарма тӑрӑшрӗ: чӑнах та, сасӑ ян каять ку вӑхӑтра, ҫын илтсен, ҫӗр варринче ахӑлтатакан хӗрарӑм пирки тем шухӑшлӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Григорий, аллаппийӗсемпе шыва ачашшӑн ҫатлаттара-ҫатлаттара, хулпуҫҫийӗсене юлхавлӑн вылянтарса, пӗве варринче ахӑлтатакан казаксем патнелле ишсе кайрӗ.

Григорий плыл к группе гоготавших посередине казаков, ласково шлепая ладонями по воде, лениво двигая плечами.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗтӗм картишне янӑратса ахӑлтатакан ачисем мӗнле выляса алхаснине вӑл савӑнса пӑхса ларчӗ.

Он с интересом следил за возней своих румяных малышей, оглашавших двор громким хохотом.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех