Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗмӗл тата ылтӑн ҫиппе (укапа) эрешлес ӑсталӑх вара хавшанӑ, ку ӳнерлӗхӗн ахрӑмӗ ҫеҫ сыхланса юлнӑ: чӑвашсем йӑлтӑркка укасене юратнӑ, вирьялсем, масмака ҫиппе тӗрлесе, эрешне ылтӑн тӗслӗрех тума тӑрӑшнӑ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Кунта, мирлӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, унӑн ахрӑмӗ питӗ йывӑр, иртен пуҫласа каҫченхи халтан яракан ӗҫпе ҫаврӑнса килет.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫакӑ вӑл ар ҫулне ҫитнӗ каччӑсем авланма ирӗк иличчен инициаци витӗр тухнӑ самантсен ахрӑмӗ те пулма пултарать.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Ҫапла, юмахра кӗҫӗннипе аслӑ пиччӗшӗсем хушшинчи хирӗҫ тӑру вӑл класлӑ общество вӑхӑтӗнчи конфликт ахрӑмӗ, каярах пулса кайнӑскер.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Телейлӗ ачалӑх ахрӑмӗ пурнӑҫра ҫул уҫса пырать.
«Телейлӗ ачалӑх кунчӑкӗ» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61150
Украинӑпах ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫӑн тепӗр ахрӑмӗ — 2022 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери WorldSkills International организаци Раҫҫейӗн «Ворлдскиллс» юхӑмри членлӑхне чарса лартни.
«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar
Анчах ун ахрӑмӗ иксӗлсе-ейӗлсе ҫухалма та ӗлкӗреймерӗ — каллех леш сасӑ (арҫын сасси!) ҫӗнӗ халлӗн, харсӑррӑн илчӗ ҫуйкӑнланса:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Татах пырне хыртарса илчӗ Ула Тимӗр — ахрӑмӗ ҫеҫ таҫта аякра-аякра тӗлӗксӗр тӗлӗрекен тӳрккес вӑрман шӑплӑхӗнче чӗтре-чӗтре нӗшӗклесе ҫухалчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Террор — ытти ҫӗршывсенчи фашистсен урнӑ шӑв-шавӗн ахрӑмӗ — пушшех те ытларах сарӑлса тискерленчӗ.Террор — эхо фашистского воя за границами страны — стал еще более жестоким.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӳртре кунӗпех юсав ахрӑмӗ янӑрать: мӑлатуксем тӳнклеттереҫҫӗ, хӑмасем ӳкеҫҫӗ, алӑксем шалтлатаҫҫӗ.Весь день в доме звучало эхо ремонта: стучали молотки, падали доски, хлопали двери.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хама кӑмӑллах мар, вӗчӗрхенӳллӗ туятӑп, анчах Астарот манӑн хул пуҫҫи тӗлне пӗтӗм кӗлеткипе ҫитсе тӑрсан утӑмсен ахрӑмӗ тамалчӗ.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Каҫ сӗмлӗхӗн тӗлӗнмеллерех ӑнланулӑхӗнче Скапӑн хӑватлӑ шыв сиккисен ахрӑмӗ илтӗнет, ҫеҫкеленекен айлӑмсен тутлӑ шӑрши сарӑлнӑ, Жиль пуҫӗ тӗлӗнче пин-пин ҫӑлтӑр капланса пухӑннӑ та — каҫ сӗмлӗхне аякри армадӑсен вучӗпе хавхалансах ҫунтарать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Вӗсен тикӗс ҫурма мӗлки ывӑннӑ хӗвелпе пӗрле шӑпланнӑ ҫӗр тӑрӑх ыталашса ҫӳрет; вӗсен ахрӑмӗ тӑсӑмлӑ, вӑрах-хурланчӑк; вӗсен инҫӗшӗ — сӳнекен сасӑсӑр тунсӑхӗнче.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Сарӑ чул, сенкер мӗлке, кивӗ стенасен капӑр ҫурӑкӗсем; тӗмеске пек таҫти картишӗнче чӗлӗмне паклаттарса мӑкӑрлантаракан ҫара уран, никрес этем пысӑк кимӗ юсать; инҫетри юрӑ тата унӑн ахрӑмӗ — ҫырмара; сӑвай ҫинчи, капмар шӑналӑкпа тата капмар сунчӑкпа витнӗ пасар; хӗҫ-пӑшал йӑлтӑртатӑвӗ, капӑр кӗпе, уҫӑмсӑр тунсӑх ҫуратакан чечексемпе йывӑҫ-курӑк шӑрши-техӗмӗ, — юратупа тӗл пулусене кӑтартакан тӗлӗкре тейӗн; гавань — мӑрье тасатуҫӑ ҫамрӑк пек вараланчӑк; парӑссен тӗркемӗ, вӗсен ыйхи тата ҫунатлӑ ир, симӗс шыв, чакӑл тусем, океан инҫӗшӗ; ҫӗрле — ҫӑлтӑрсен магнитла пушарӗ, кулакан сасӑллӑ кимӗсем — акӑ Лисс.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Сирӗншӗн эп калани ӑнланмаллах та мар-тӑр, анчах вӑл, ахӑртнех, сире хӑйӗн ҫинчен каласа паратех; ку истори пирӗн вӑхӑтшӑн — манӑҫнӑ халапсен ахрӑмӗ евӗрлӗ, ҫав хушӑрах ватӑ ҫын ӳлевӗ е ҫамка ҫинчи мӑкӑль евӗрлех — пурнӑҫри тата тӗрӗс; ку ӗҫ усал та кӑсӑк.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
«Вӗсем мӗн пур ҫӗр ҫинчи чи телейлӗ ҫынсем пулнӑ, вӗсене тахҫанах кӗрлесе иртнӗ, историре нихӑҫан пулман залпсен ахрӑмӗ вӗлернӗ».
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Экскурсовод вӑрҫӑн пуҫламӑш кунӗсен ахрӑмӗ ҫинчен каласа панипех чунра сӳ! те сӳ! туса каять.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
… 1941-мӗш ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак тарана ҫити, 80 ҫул, хӑрушӑ инкеклӗ вӑрҫӑн ахрӑмӗ халь те ырату туйӑмӗпе чунсене витерет…
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
— Пирӗн «Эхо» вӑл — рабочисен сассин ахрӑмӗ, пролетариат вара парӑнма шутламасть.— Наше «Эхо» — эхо рабочих голосов, пролетариат не намерен сдаваться.
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ку енче снаряд ҫурӑлнӑ сасӑсем аслати ахрӑмӗ пек вӑрӑммӑн хӗнтӗртетсе тӑчӗҫ.Разрывы снарядов на этой стороне звучали раскатисто, как эхо.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
- 1
- 2