Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

атӑпа (тĕпĕ: атӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта ҫӗнӗ шинельпе, ҫӗнӗ атӑпа, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ ҫӗнӗ шлемпа, Хӗрлӗ Ҫарта ӗмӗрлӗхех парнеленӗ кӗмӗл авӑрлӑ хӗҫпе пырса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ати теме арҫын пек мар, ани теме хӗрарӑм евӗрлех мар: атӑпа, шӑлаварпа, кӗҫҫе шӗлепкепе ҫӳрет, чӗлӗмӗ ҫӑварӗнчен каймасть.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑран атӑпа сӑран карттус тӑхӑнтӑм тесе, такам пулса кайнӑ пирӗн Ҫимун, пирӗн тӗле тупайми пулнӑ!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл симӗс пустав гимнастеркӑпа, кӑвак галифепе, ҫап-ҫутӑ сӑран атӑпа.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑран карттуспа, ҫӑра тусанпа хӑмӑрланнӑ атӑпа.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аякран пӑхсан, пружинӑллӑ атӑпа е пушмакпа пырать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Паян вӑл хром атӑпа, хӑмӑр сӑран пальтопа, пуҫӗнче йӑлтӑркка ҫӑмлӑ ҫӗлӗк.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ те вӑл ҫав хӗр ҫумӗнчех, унпа юнашарах, ҫӑпатапа мар, атӑпа, пир йӗмпе те мар, салтак шӑлаварӗпе.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

…Ҫӗрле Кузнецова ҫуртне хыттӑн пырса шаккарӗҫ, атӑпа кӗрӗслеттереҫҫӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах инкек, сулахай урана атӑпа хыртартӑм, тупанӗпе пӳрнесене.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫук, пиншер ҫухрӑм йӗпенмесӗр утнӑ аттисене киле ҫитсен йӗпетмӗ-ха, кил-йыш умне тӗкӗр пек йӑлкӑшса, ҫуталса тӑракан атӑпа ҫитсе тӑрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Кунта эсӗ резина атӑпа фуфайкӑсӑр пуҫне урӑх ним те кураймӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫын ҫӳремелӗх асфальт сукмаксем хывсан вара атӑпа мар, ҫӳлӗ кӗлӗллӗ пушмаксемпе те шаклаттарса ҫӳреме май килӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Ухмах, тӑнсӑр хӗрача, ватникпе, резина атӑпа ҫӳремелле пулать санӑн.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унччен темиҫе кун малтан вӑл кунта Мускавран ҫитрӗ, вара — пачах ухмахла, ӑнсӑртран! — хӑнӑхманнипе, ытлашши аслӑ кирза атӑпа ури шӑйӑрӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Фуфайкӑпа, атӑпа, ҫӗлӗкпе…

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Арҫын мӗлки фуфайкӑпа, атӑпа, ҫӗлӗкпе.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Йӗкӗрешсем пулас: иккӗшӗ те ансӑр хулпуҫҫиллӗ, вӑрӑм пит-куҫлӑ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, чӗкеҫ шатриллӗ; иккӗшӗ те ни хура, ни кӑвак нейлон плащ тӑхӑннӑ, резина атӑпа.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑй вӑл халӗ те гимнастеркӑпах ҫӳрет, атӑпа, хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ галифепе.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ, урари атта хывма пуҫланӑскер, урсах кайрӑм пулмалла: «Ак сана «А!» терӗм те, пӗррех атӑпа вӑркӑнтартӑм ӑна пуҫӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех