Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аташман (тĕпĕ: аташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Колхозри чи чаплӑ ҫӳрен лаша, ҫӗнӗ тӑлӑплӑ ҫынсен телейне сиссе пуль, шап-шурӑ юрлӑ хире янратса кӗҫене-кӗҫене юртнӑ, ҫул палли ниҫта та курӑнман пулсан та, вӑл ҫултан аташман.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫук, ҫук, ӑнран эп аташман.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗтӗм ӗҫе хамӑн ҫемьепе туса пынӑ, улӑх-ҫӗр тавраш тара илмен, суту-илӳпе аташман.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑтам ывӑлӗ эрех ӗҫсе питех аташман, анчах картла выляма юратнӑ: выляса илессинчен ытларах выляса ярасси пулнӑ, вара час-часах ашшӗнчен кивҫен илме ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Вӑл пачах та аташман.

— Она не была в бреду.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ ниҫта та аташман, эпӗ — ҫӳлте.

А я не делся, я наверху.

Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Малтантарах кун ҫинчен шухӑшланӑ пулсан, тен, аташман та пулӑттӑмӑр, — айӑплӑн ответлерӗ пӗри.

— Если бы пораньше об этом подумать, глядишь — и не заблудились бы, — виновато ответил один из них.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Хам аташман пулсан, эпӗ пуля шӑтарнӑ тесех калӑттӑм, анчах вӑл ухмахла пакӑлтатни кӑна…

Да, если бы это не было бредом, я сказал бы, что пулей…

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Старик аташса калаҫать тесе шутларӗ Василий, анчах вӑл аташман.

Василий думал, что старик бредит, но он не бредил.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем пӗрре те урмӑшса курӑннипе аташман пулнӑ.

Это вовсе не была их галлюцинация.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Е тата Маша аташман пулсассӑн?

А что, если Маша не заблудилась?

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Текех вӑл асапланса аташман.

Жара не было.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

13. Тӳресем те ҫавӑн пекех харпӑр хӑй ятне мухтава кӑларнӑ, вӗсенӗн чӗри аташман, вӗсем Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнман — вӗсен асӑмлӑх ячӗсем пиллӗхлӗ пулччӑр!

13. Также и судии, каждый по своему имени, которых сердце не заблуждалось и которые не отвращались от Господа, - да будет память их во благословениях!

Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех