Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӗнче (тĕпĕ: ас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ҫынна пысӑка хунӑ тапхӑр кашни халӑхӑн литературине те пысӑк сиен кӳчӗ, ҫын асӗнче тарӑхтаракан суран пек йӗр хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хамӑр кӗнекесенче ҫав аслӑ хӑвата ҫынсен асӗнче яланлӑха юлмалла ӑста ҫырса кӑтартасси, ҫапла вара халӑха малалла лайӑхран лайӑх пурнӑҫалла утма хавхалӑх парасси — пирӗн, мӗн пур писательсен, пысӑк та пархатарлӑ тивӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пире этемлӗх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе юлмалли тапхӑрсемпе кунсене курма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Ах, нумай вӗрентмелле вӗт-ха сана, — хӑй асӗнче шухӑшларӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан асӗнче халь крючниксемпе паллашнӑ каҫ тӗлӗкри пек ҫеҫ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку тӑрӑх тата Европӑри ҫӗршывсенчи чи хӑвӑрт утакансене лайӑх ӑмӑртма май туса панипе тӗнчери нумай-нумай ҫын асӗнче юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман умӗнче, Раман асӗнче халӗ — Сятра лесникӗн хӗрӗ, пӗрле, пӗр класра вӗреннӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Хӑр тӑлӑх» — ҫак хӑрушӑ, чуна пӑрлантаракан сӑмах халь асӗнче юратнӑ хӗрӗн ятӗнчен тӑтӑшрах вӗҫсе ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑмраллӑсен асӗнче ӑслӑ асламӑшӗсенчен илтнӗ тӗшмӗшсем упранса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Асӗнче чылайччен шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сывлӑхне самай сиенленисӗр пуҫне Туркмени ун асӗнче тата «елинким-саламинким» тесе саламланипе асра юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗветӗр Земляков ял халӑхӗн асӗнче ырӑ чӗреллӗ, кӑмӑллӑ, темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларма ӑста ҫын пек юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав асаилӳсене Ӑраман ним улӑштармасӑр, салтак кутамкки пекех, хӑйӗнчен ниҫта та хӑвармасӑр ҫирӗм пилӗк ҫул асӗнче ҫакса ҫӳрерӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Унти Васса, Егор Палюков, Тихон Иванович, Мустай Павӑле, Нямук Кирли сӑнарӗсем вулакансен асӗнче яланлӑхах тӑрса юласса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Ун асӗнче вӑл яланах.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ ентеше, Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавта халалланӑ очерк, Социализмла Ӗҫ Геройӗсем В. Зайцевпа Е. Васильева тата ыттисем ҫинчен ҫырнӑ произведенисем кирек хӑҫан та халӑх асӗнче.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Вара тинех ҫирӗпленетӗн Эс ху та унӑн асӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ман асра кӑна мар, халӑх асӗнче, халӑх чӗринче янраҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Унӑн вил тӑпри ҫине малашне ял-йыш, тӑванӗсем пырса ҫӳреме пултарӗҫ, ячӗ вара ӗмӗрлӗхех халӑх асӗнче юлӗ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

Авалхи Мӑкӑр кӗперӗ ветерансен асӗнче уйрӑмах чылайччен упранса юлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех