Шырав
Шырав ĕçĕ:
асӑрхаятӑн (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стенари йӗп ҫӑртилле хушӑкран ҫутӑ ӳкет; вӑл питӗ вӑйсӑр, курӑни-курӑнми ҫеҫ, ун айӗнче икӗ-виҫӗ картлашкана аран-аран асӑрхаятӑн.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӗтӗм сирӗлсен Гент ҫыр тӗпнелле тӗмсӗлчӗ: ту хысакӗнчен чул ҫӳлти пайӗпе хӑйпӑнса тӳннӗ, аял пайӗпе тытӑнса тӑрать; халӗ аванах асӑрхаятӑн: ку — хулӑн плита йышӗнчен.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Питӗ тимлӗн тинкерсен ҫеҫ вӗсем вӑйсӑррӑн сывланине, мӑйӗсем ҫинче юн тымарӗсем ҫӗклене-ҫӗклене хутланнине асӑрхаятӑн.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн килӗшӳлӗхӗнче яш каччӑн айванлӑхӗ пачах ҫук: сӑнаса тӗсес тӗк кӑткӑс кӑмӑлпа вӑйлӑ туйӑмсене асӑрхаятӑн, анчах хӗрсем, ҫакӑнта ытлах чухламасӑр, хӑйсене килӗшекен кӑштах канӑҫсӑр сӑнлӑ, хитре куҫлӑ, хура ҫӳҫлӗ, хурланчӑк арҫын ачана кураҫҫӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Аякранах пуҫ шӑммисемпе чулсене асӑрхаятӑн.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Страницăсем:
- 1