Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхамарӗ (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта ларса пыракан ҫын баржӑпа ҫыран хушшинче усӑнса тӑракан вӑрӑм сӑнчӑра асӑрхамарӗ пулас, ҫав сӑнчӑр ӑна пуҫӗнчен пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Лешӗ те вӗсене асӑрхамарӗ, — унӑн та хӑйӗн шухӑшӗсем пулчӗҫ пулӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Светлана ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӗ, анчах хальхинче нимӗнле улшӑнусемех те асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Никам та чӑрмантармарӗ, никам та асӑрхамарӗ вӗсем ҫырана пырса перӗннине.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Матӗрне йӑлтах хӑй шухӑшне путнине Анука асӑрхамарӗ, симӗс курӑка ҫӗре сапалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шухӑша путнӑ Ҫтаппан, Богдановпа крючниксем ырланине итлемен пекех, Матӗрне ӑмсанса пӑхнине те асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак юр чӗтревне малтан никам та асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Пуриншӗн те шанчӑклӑ хытӑ ҫӗр ҫинче хӗре никам та асӑрхамарӗ, ҫынсем кашни хӑй ӗҫӗпе тӑрмашаҫҫӗ, таҫта васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах Ваҫиле хускалмарӗ — вӑл ӑна асӑрхамарӗ те.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та Хвекла йӗпсем ҫинчен куҫне илмерӗ, кӗҫӗн ачине асӑрхамарӗ те тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах уни-кунине никам та асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл вӗсене ҫине-ҫине тепӗр хут аса илсе каларӗ, Завьялова пӗрех май ыйтусем пачӗ, анчах унӑн инструкторӗ, ҫак самантра Павликшӑн тӗнчери чи хаклӑ ҫын пулнӑскер, тем питӗ шухӑша кайса пынине, питех чӗнменнине ытла тӑруках асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов, хӑйӗн кичем шухӑшӗсем ӑшне путнӑскер, ҫынсем хӑй ҫине пӑхнине асӑрхамарӗ те.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа хӑй умӗнче кам иккенне малтанлӑха вуҫех асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шуҫлак ҫулпа пӗрмаях ура айне пӑхса пынипе тӑкӑрлӑкри ҫынсене тӳрех асӑрхамарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Саня куна асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл асӑрхамарӗ те кам та пулин ҫуккипе.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫак ҫӗнӗлӗхе унра каччи асӑрхамарӗ те пулас — хӗре тӳрех пилӗкӗнчен ыталарӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хальхинче асӑрхамарӗ те вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫакна асӑрхарӗ-ши Петриков, асӑрхамарӗ те-ши, анчах вӑл Григориу ӑшӗнче хускалнӑ пӑлхавӑр сӑлтавне ҫирӗплетес тенӗн калаҫса кайрӗ, Григориу кӑмӑлӗ ытларах йӳҫтӗр тенӗн кулавккине ярса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех