Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхаймасть (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бот ҫыранран шалалла кӗрсен кермене хирӗҫле пристаньрен мар, ҫак йӗке хӳре гаванӗнчен тухнин сӑлтавне тинех тӗшмӗртрӗм: кунта пире никам та асӑрхаймасть.

Когда бот отошел от берега, я догадался, отчего выплыли мы из этой крысиной гавани, а не от пристани против дворца: здесь нас никто не мог видеть.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапах ют ҫын куҫӗ кӑна умрине нимех те асӑрхаймасть, ачаран кунта ӳссе ҫитӗннӗ ҫынсем вара, тӗттӗм пулин те, нумай-нумай япалана кураҫҫӗ, сисеҫҫӗ, илтеҫҫӗ, туяҫҫӗ: унталла-кунталла кукӑрӑлса выртакан урамсене те, кил-ҫуртпа хуралтӑсене тӑр-кӑнтӑрлах тӗтре пек хуплакан кӑтра йӑмрасемпе тирексене те, революциччен темиҫе ҫул маларах кӑна-ха туса лартнӑ ҫутӑ пуҫлӑ чиркӗве те, унран инҫех те мар, тӗрӗсрех каласан, унӑн тӳртумӗнчех тупӑшмалла вырнаҫнӑ шкул ҫуртне те, ял вӗҫӗнчи кантӑр пӗвине те — пурне те, пурне те.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗттӗмре ларнӑран хӑйӗн пушмакӗн сӑмсисене курнисӗр пуҫне вӑл нимӗн те асӑрхаймасть.

Он сидел в полной темноте и не видел решительно ничего, кроме носков своих новых башмаков.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫӗрпе танлаштарсан, ҫын ҫав тери пӗчӗк, ҫавӑнпа та вӑл Ҫӗр ҫаврӑннине пачах асӑрхаймасть, ҫийӗнчен тата Ҫӗр сасартӑк карт! туртӑнмасӑр, чарӑнусӑр, пӗр тикӗссӗн куҫса пырать.

Человек настолько мал по сравнению с Землей, что он совсем не замечает движения Земли, тем более что она движется плавно, без внезапных рывков и остановок.

Ҫӗр ҫинче мӗншӗн кунпа ҫӗр пулать? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Хӗрсем ун ҫине апла та, ҫапла та пӑхнӑ, анчах князь ним те асӑрхаймасть; вӑл яланах хӑй ҫинчен — похода кайса килесси, таса хирте уҫӑлса ҫӳресси тата хӑй вӑйне тӑшман вӑйӗпе виҫсе пӑхасси ҫинчен шухӑшлать.

И так к нему девушки и этак, а князю и горя мало, все о своем думает: как бы в поход сходить, погулять в чистом поле, с врагом силой померяться.

I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ак, пӗр-ак самант иртет те, вӑл халь ҫеҫ йӗни-кӑшкӑрнине никам та асӑрхаймасть.

Еще чуть-чуть — и ни за что нельзя будет заподозрить, будто только что дело доходило до крика, до отчаяния.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Хӑшпӗр чухне вӑл мана асӑрхаймасть, эпӗ алӑк патӗнче тӑратӑп та шухӑшлатӑп:

Бывало, он меня не замечает, а я стою у двери и думаю:

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кантӑкра ҫурӑк йӗр пуррине унта никам та асӑрхаймасть.

Там никто не заметит, что оно с трещиной.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Утлӑ ҫын сыхланса ҫывхарса пырать, анчах садсенчи заставӑна ҫапах та асӑрхаймасть.

Конник подъезжал осторожно, но заставы в садах не заметил.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах лешӗ ӑна асӑрхаймасть.

Но девочка ничего не замечала.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах, никам та нимӗн те асӑрхаймасть.

Конечно, никто не заметит.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех