Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнмасӑр (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирадеви майра-патша влаҫра ларнӑ вӑхӑта (IX ӗмӗр) палӑртакан вырӑнти Чаусанти Йогини тантра храмне те асӑнмасӑр хӑвармалла мар.

Нельзя не упомянуть и местный тантрический храм Чаусанти Йогини, чье возведение отсылают к правлению царицы Хирадеви (IX век).

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Асӑнмасӑр юрамасть тет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лукарье ятне юриех асӑнмасӑр хӑварчӗ Платун.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта асӑнмасӑр юлнӑ вӗрентекенсем пирки пӗлтерме ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Никама та манӑҫа хӑварар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%bd%d0%b ... %b0%d1%80/

Ун ятне асӑнмасӑр пӗр минут та иртмест пуль.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑваш халӑх юмахӗсене пухни пирки ҫеҫ мар, тӗпчени ҫинчен калаҫнӑ чухне те Н.В. Никольский ятне асӑнмасӑр иртме ҫук, унӑн тӳпи питӗ пысӑк.

Совершая экскурс в историю научного изучения названного жанра устного народного творчества чувашей, нельзя вновь не назвать имя Н.В. Никольского.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Анчах та ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелеме ура хуракан сӑлтав пуррине те асӑнмасӑр иртмест А.М.Егоров.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Ахальтен мар пулӗ, нумаях та пулмасть ытти ӗҫтешӗсемпе пӗрле (В.Ф. Каховский – ӑна та асӑнмасӑр иртме ҫук, Н.С. Березина, А.Ю. Березин, Н.С. Мясников, С.В. Кузьминых, Б.В. Каховский) патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑвашсен пултаруллӑ археологӗсем нумаях та мар...» // Леонид Атлай. https://vk.com/wall781919061_238

Сергей Геннадьевич ял хуҫалӑхӑн ытти отраслӗсене те асӑнмасӑр иртмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Тесе ыйтать Туйсар тӗпчесе Урхаран, Туй ҫинчен асӑнмасӑр, айӑп пулнӑран.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн таврари чи малтан ӑсталанӑ мини-тракторсене илес пулсан, ун ятне асӑнмасӑр май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Сана та асӑнмасӑр хӑвармӗҫ унта.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Пӗр иккӗшӗ юлатӑр пуль, — терӗ Тукай, никам ятне те асӑнмасӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паллах, ытти ҫарпуҫӗсене те асӑнмасӑр май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Вун саккӑрта чухне манӑн ята асӑнмасӑр пӗр пуху та иртмен, яланах ырланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Пӗр ырӑ тӗслӗхе, пысӑк пулӑшӑва, асӑнмасӑр иртес килмест.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Шурча вӑрҫи пирки ҫыракансем никам та Григорьев Васили ятне асӑнмасӑр иртсе каймасть.

Думается, все, кто касался истории Акрамовской войны, не могли обойти стороной фигуру Василия Григорьева.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Сана тем пекех тав, Ухатер пичи, — терӗ Ваҫук лешӗ хӑйне вӑрмана пӑрахса хӑварнине асӑнмасӑр ырӑ тӑватӑп тесе.

— Не знаю, как тебя и отблагодарить, дядя Угадер, — начал Вазюк, нарочно не вспоминая о том, как возчик бросил его одного в лесу.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Иртмест пӗр кун та асӑнмасӑр: Хӗре курасшӑн ҫав тери.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫавӑнпа та вӑрӑм йывӑҫ кӗперсене асӑннӑ чухне ӑна асӑнмасӑр иртмеҫҫӗ.

Поэтому при упоминании длинных деревянных мостов не обходится без его упоминания.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех