Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнмасть (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн-ха тата Эрхип хӑй Ҫимун ашшӗ патӗнче тарӑхнине асӑнмасть?..

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ, калӑпӑр, автор Янтул пурнӑҫӗ малалла мӗнле пулни пирки пач асӑнмасть.

Вот, скажем, автор совсем не упоминает о том, как сложилась в дальнейшем жизнь Яндула.

«Хветӗр Уярӑн «Таркӑн» романне мӑшӑрласа пӗтертӗм!..» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/210

Арӑмӗ тӑрӑслаттарса утма пӑрахман-ха, икерчӗ ҫинчен те асӑнмасть, яшка пӗҫересси пирки те калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ахальтен асӑнмасть пуль ҫармӑс мӑрсине ҫырӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваҫилей начар ҫын марччӗ, ӑна вӑл усал ятпа асӑнмасть, анчах шӑп кӑна пурнӑҫ лайӑхланса ҫитсен, нумай ачаллӑ пулсан, упӑшкасӑр тӑрса юлма лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Нимле халӑх ятне те асӑнмасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Телегина тытса хупнӑ, лешӗ кайран тӗрмерен тарнӑ тенине илтсен те ӑна усалпа асӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юр хӳсе лартнӑ вӑрманта та Ленька самантрах кӑвайт чӗртме пултарать, уҫӑ ҫӗртех ҫывӑрса илет, шӑнса пӑсӑласси ҫинчен вара асӑнмасть те.

Ленька в два счета мог разжечь костер в заснеженном лесу, спал под открытым небом и не знал, что такое простуда.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Валерий Павлович хӑйне тивекен кислород пайне илмен, анчах юлташӗсем валли хӑварнине те асӑнмасть.

Валерий Павлович не упомянул, как он отказывался от своей порции кислорода в пользу товарищей.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Эппин, айӑпӗ Нинӑра ҫеҫ пулсан, эппин, мӗншӗн-ха Дина ун пирки сӑмах та асӑнмасть, чӗптӗм те тӗксе илмест?

Но почему же Дина молчит, если причина только в Нине?

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӳпкелесе пӗр сӑмах та каламасть, чӗрӗм ыйхӑсӑр ирттернӗ ҫӗрсем ҫинчен, хӑйӗн ыратакан урисем ҫинчен, пайтах тӑрса ирттернӗ, пайтах сукмак такӑрлатнӑ урисем ҫинчен, пӗр сӑмах та асӑнмасть

И ни слова упрека, ни слова о своих бессонных ночах, о своих больных ногах, которые столько выстояли, столько тропинок протоптали…

Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Кӑптӑрмӑш Кӑрмасун йӑлт аптраса ӳкет: мӗншӗн ун пирки пӗри те ырӑ ятпа асӑнмасть, мӗншӗн ӑна курмаҫҫӗ.

А Кармазун прямо-таки исходит от злости: почему это о нем никто не скажет доброго слова, за что его так не любят?..

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Фашизм ҫинчен никам та ним те асӑнмасть.

О фашизме никто — ничего.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Чаплина халӗ ӗнтӗ Архангельскра текех никам та асӑнмасть.

Чаплина в Архангельске уже никто не помнил.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Никам та хӗрхенмест ӑна, никам та ырӑ сӑмахпа асӑнмасть.

И никто его не жалеет, никто добрым словом не прикрыл его.

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Соколов каҫхи ӗҫсем пирки асӑнмасть те — чӑтӑмлӑ, ӗҫлӗ.

Соколов не вспоминал событий минувшей ночи, был сдержан и деловит.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пӗрне-пӗри сывлӑх сунмасӑрах уйрӑлтӑмӑр эпир, вӑл вунпӗр сехетре тухса кайрӗ, хулара ӑна курма ӗлкӗреймерӗм те, анчах ун ҫинчен вӑл ҫырӑвӗнче пӗр сӑмахпа та асӑнмасть, ку кирлех те мар ҫав.

Мы не простились, он уехал в одиннадцать, а в городе я его уже не застала, но об этом он даже не упоминал в своей записке, это было совершенно неважно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухса кайсан мӗнле ҫӳрени ҫинчен Николай Антоныч пӗр сӑмахпа та асӑнмасть.

О самом путешествии Николай Антоныч почти не писал.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир унпа педсоветра вӑрҫни ҫинчен халӗ ӗнтӗ никам та асӑнмасть.

и хотя никто не упоминал о нашем столкновении на педсовете,

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех