Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнмалли (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1918 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Петербург университетне уҫнӑ хыҫҫӑн шӑп та лӑп 99 ҫул ҫитнӗ тӗле тата Давид Агмашенебели Сӑваплӑ грузин патшине (1073—1125) асӑнмалли кун тӗлне уҫнӑ.

Открыт 26 января (8 февраля) 1918 года, ровно через 99 лет после открытия Петербургского университета и на день памяти Святого грузинского царя Давида Агмашенебели (1073—1125).

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Ҫаврака карта — вилнисене асӑнмалли сӗтел пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюша асӑнмалли чӗлхесӗр свидетель.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Михаил Ноздряков Геронтьевсен, Корниловсен, Диомидовсен, Дарчиевсен, Бахтеровсен ҫемйисене «Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ» асӑнмалли япаласем тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Тӗне ӗненекенсен акӑ вилнисене асӑнмалли кун…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Служба тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫ хунисене асӑнмалли кунхине хисеплӗ ветерансемпе хамӑрӑн ӗҫтешӗмӗр Алексей Портнов канлӗх тупнӑ Кивӗ Катекри вил тӑпри умне кайса пуҫ таясси йӑлана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

— Килесси пирки асӑнмалли те ҫук, хӗрӗм…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ара, мӗн асӑнмалли пур.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшне историри паллӑ кунсен календарӗнче Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче пуҫ хунисене асӑнмалли кун тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Унтанпа 33 ҫул иртрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d1%83%d0% ... 82%d1%80e/

Эльгеевӑн асӑнмалли татах та пулнӑ: Хурапхаран куҫса килнӗ ҫемьере ӑна авалхи чӑваш юррисем ятарласах юрласа пачӗҫ (вӗсене вӑл хут ҫине ҫырса илчӗ); асӑнмашкӑн ватӑ карчӑк кив тӗрӗллӗ сурпан пиллесе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паян ваттисене асӑнмалли кун мар пулӗ-ҫке, Паша?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чылайӑшӗ иҫӗм ҫырлинчен вӗт кукӑль те пӗҫернӗ, чиркӗве кайса вилӗсене асӑнмалли кутья пӑттине те тутаннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ача-пӑчасене ырӑ ятпа асӑнмалли пулнӑ, чӑнах.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уроксем пирки асӑнмалли те ҫук: вӗсене эпӗ йӑмӑк тетрадӗнчен вӑрттӑн ҫыра-ҫыра илетӗп.

О уроках и нечего вспоминать: я их тайком переписываю из тетради сестры.

Купӑста // Сергей Мерчен. Ялав, 1955, 9(117)№, 3 стр.

— Мӗн асӑнмалли пур ун ҫинчен! — пӳлчӗ атте Лелюкова.

— Чего вспоминать! — остановил Лелюкова отец.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫынсем Карцев тияккӑна тата певчисене вилнӗ ҫынна ӗмӗр-ӗмӗр асӑнмалли ҫинчен юрлаттарса киленчӗҫ.

Люди забавлялись, заставляя дьякона Карцева и певчих возглашать усопшему вечную память.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫапах та асӑнмалли ним те ҫук.

А вспомнить нечего.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӗҫлесси ҫинчен асӑнмалли те юлмарӗ.

О работе не могло быть и речи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ку — иртнисене асӑнмалли, кӑмӑла чи ҫӗклентерсе яракан кӗнекесенчи сыпӑксене вуламалли каҫ пулчӗ.

Это был вечер воспоминаний, чтения отрывков из наиболее волнующих книг.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Калаҫасси ҫинчен асӑнмалли те ҫук, пӗрмай аслати шӑтӑртатса тӑни пурпӗрех сӑмаха итлеме те памасть.

Впрочем, нечего было и думать о разговоре: оглушающий грохот грома всё равно не позволил бы ничего расслышать.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех