Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнатӑр (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшне чи малтан асӑнатӑр?

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

«Мӗншӗн ют ҫын умӗнче кирлӗ-кирлӗ мара асӑнатӑр?» — терӗҫ хӗрӗн куҫӗсем, анчах хӑй ман ҫине хаваслӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑна эсир ӗмӗр асӑнатӑр.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗншӗн-ха вара кермен-двореца асӑнатӑр?..

А при чем тогда дворец?..

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Ҫапла, тусӑм, — пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн тӑсрӗ сӑмахне кукамай, юхса тухнӑ куҫҫульне шӑлма икӗ тутӑртан пӗрне илсе, — эпӗ час-часах ҫапла шухӑшлатӑп: вӑл хаклама та, ӑнланма та пултараймасть, Наташа мӗн тери ырӑ пулсан та, ӑна юратать тата хӑйӗн хуйхине пытарма тӑрӑшать пулин те — эпӗ ҫакна питӗ лайӑх пӗлетӗп — вӑл унпа телейлӗ пулаймасть, тата асӑнатӑр ман сӑмаха, эхер те вӑл…

— Да, мой друг, — продолжала бабушка после минутного молчания, взяв в руки один из двух платков, чтобы утереть показавшуюся слезу, — я часто думаю, что он не может ни ценить, ни понимать ее и что, несмотря на всю ее доброту, любовь к нему и старание скрыть свое горе — я очень хорошо знаю это, — она не может быть с ним счастлива; и помяните мое слово, если он не…

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эсир мӗн вӑрҫӑ чухнехине асӑнатӑр.

— Что вы мне войну поминаете?

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эсир тата сӑмса ҫинчен асӑнатӑр.

Вы упоминаете еще о носе.

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

— Николай Николаевич, эсир кӗнекере Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар тата ытти хула-яла асӑнатӑр.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

6. Эй тӑвансем, халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпар илсе килчӗ: эсир ӗненсе те юратса пурӑнатӑр иккен, пире яланах ырӑпа асӑнатӑр, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пек, эсир те пире курасшӑн иккен — 7. ҫакӑ пире лӑплантарсах ячӗ: эй тӑванӑмӑрсем, эсир ҫапла ӗненнипе эпир, хамӑра ҫитнӗ хӗн-хура, йывӑрлӑха пӑхмасӑр, питӗ савӑнтӑмӑр; 8. эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫирӗп тӑнӑран халӗ пирӗн те кӑмӑл ҫӗкленчӗ.

6. Теперь же, когда пришел к нам от вас Тимофей и принес нам добрую весть о вере и любви вашей, и что вы всегда имеете добрую память о нас, желая нас видеть, как и мы вас, 7. то мы, при всей скорби и нужде нашей, утешились вами, братия, ради вашей веры; 8. ибо теперь мы живы, когда вы стоите в Господе.

1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. мӗншӗн эсир Израиль ҫӗрӗнче «ашшӗсем йӳҫӗ иҫӗм ҫырли ҫинӗ, ачисен шӑлӗ шаннӑ» теекен ытарлӑ сӑмаха асӑнатӑр?

1. И было ко мне слово Господне: 2. зачем вы употребляете в земле Израилевой эту пословицу, говоря: «отцы ели кислый виноград, а у детей на зубах оскомина»?

Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех