Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑн сăмах пирĕн базăра пур.
асӑн (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ятне вырӑнсӑр ан асӑн: Ҫӳлхуҫа [Турру] Хӑйӗн ятне вырӑнсӑр асӑнакана хасасӑр хӑвармӗ.

11. Не произноси имени Господа, Бога твоего, напрасно; ибо не оставит Господь [Бог твой] без наказания того, кто употребляет имя Его напрасно.

Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ятне вырӑнсӑр ан асӑн, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне вырӑнсӑр асӑнакана хасасӑр хӑвармӗ.

7. Не произноси имени Господа, Бога твоего, напрасно, ибо Господь не оставит без наказания того, кто произносит имя Его напрасно.

Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Эсӗ ан асӑн ун ҫинчен, савнӑҫӑм.

— А ты забудь про то, утешеньице мое.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

— Явӑла ан асӑн хӑть эсӗ! — ӳкӗтлет ӑна Клеопа, куҫӗсене хӑвӑрттӑн мӑчлаттарса.

— Хоть ты нечистого не поминай! — умолял Клиопа, оторопело мигая глазами.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

— Эсӗ ун ҫинчен ан асӑн та.

— Ты пока об этом и не думай.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ан аса илтер, иртнине ан асӑн: тавӑраймӑн! — терӗ Обломов; унӑн сӑнӗнче шухӑш, хӑй мӗн каланине ӑнланни палӑрчӗ.

— Не напоминай, не тревожь прошлого: не воротишь! — говорил Обломов с мыслью на лице, с полным сознанием рассудка и воли.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ан асӑн ун умӗнче ман ҫинчен! — терӗ вӑл юлашкинчен именсе.

— Не поминай ей обо мне! — наконец сказал он в смущении.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мана юрататӑн пулсан, ан асаплантар мана, ан асӑн ун ҫинчен: эпе ӑна тахҫанах хӑй йӑнӑшнине кӑтартрӑм, вӑл ӗненесшӗн пулмарӗ… чӑнах, эпӗ ытла айӑплах мар…

Если ты любишь меня, не мучь, не поминай о ней: я давно указывал ей ошибку, она не хотела верить… право, я не очень виноват…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ан кала, ан асӑн! — васкаса пӳлчӗ ӑна Обломов, — Ҫапах эпӗ Ольгӑпа иксӗмӗр хушӑри пысӑк уйрӑмлӑха асӑрхасан, хам ӑна тивӗҫлӗ ҫын маррине чухласан, вӗри чирпе чирлерӗм…

— Не говори, не поминай! — торопливо перебил его Обломов, — я и то вынес горячку, когда увидел, какая бездна лежит между мной и ею, когда убедился, что я не стою ее…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Улпут кӗпипе жилеткине илсе кайрӗ те тавӑрса парассине ан та асӑн!

Рубашку и жилет барские взял, да и поминай как звали!

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Турра асӑн.

— Побожись!

XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл погонсене Ваньӑна ӑсатса сывпуллашнӑ чух полк командирӗ: капитан Енакиева асӑн тесе панӑ та, вӗсене куҫ пекех упраса, Ваня хӑй те ҫав погонсене хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫине тӑхӑнма тивӗҫлӗ пулмалли кунчченех усрама хушнӑ.

Эти погоны на прощание вручил Ване командир полка на память о капитане Енакиеве и велел их хранить как зеницу ока и сберечь до того дня, когда, может быть, и сам он сможет надеть их себе на плечи.

27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

9. Виҫесӗрех ан ҫиллен, Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн йӗркесӗрлӗхе ӗмӗрех ан асӑн.

9. Не гневайся, Господи, без меры, и не вечно помни беззаконие.

Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Патша кил-йышне шыв урлӑ каҫарма тата ӑна пулӑшма кимӗ ярса парсан, патша Иордан урлӑ каҫнӑ-каҫманах Гера ывӑлӗ Семей ун умне [ӳпне ӳксе] пуҫҫапнӑ, 19. вара патшана ҫапла каланӑ: усал ӗҫ тӑвакансен шутне ан кӗртсемччӗ мана, хуҫамӑм; ҫав кун, патша хуҫамӑм Иерусалимран кайнӑ чухне, санӑн чуру ҫылӑх турӗ, ан асӑн ҫакна, патшамӑм, ҫавна хӑвӑн чӗрӳнте ан тытсамччӗ; 20. ӗнтӗ санӑн чуру хӑй ҫылӑха кӗнине пӗлет, акӑ паян эпӗ патша хуҫамӑма кӗтсе илме Иосиф килӗнчен чи малтан килтӗм, тенӗ.

18. Когда переправили судно, чтобы перевезти дом царя и послужить ему, тогда Семей, сын Геры, пал [на лице свое] пред царем, как только он перешел Иордан, 19. и сказал царю: не поставь мне, господин мой, в преступление, и не помяни того, чем согрешил раб твой в тот день, когда господин мой царь выходил из Иерусалима, и не держи того, царь, на сердце своем; 20. ибо знает раб твой, что согрешил, и вот, ныне я пришел первый из всего дома Иосифова, чтобы выйти навстречу господину моему царю.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Ан асӑн ҫав ылтӑна, Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Иртнине ан асӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Иртнине ан асӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Иртсе кайнине ан асӑн, Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ, явӑл пуҫӗ, ман аннепе аттене ан асӑн!

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вилӗм ҫинчен ан асӑн тархасшӑн.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех