Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

астӑватӑн (тĕпĕ: асту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Вӑрмар енчи пӗр пысӑк ялта учитель пулса ӗҫленине астӑватӑн ӗнтӗ эсӗ, юлташӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Астӑватӑн пуль, атте, эпӗ каланӑччӗ — Белоруси ҫӗрӗнче манӑн Олеся ятлӑ савни пур тесе.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Астӑватӑн пулӗ, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Астӑватӑн пуль, пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫлансан, пӗрре лартса пӗр така ҫитерсе яраканччӗ хӑнасене.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Астӑватӑн пуль, Ваҫук пичче?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун ҫинчен пачӑшкӑ мӗн каланине астӑватӑн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эс хӑҫан калаҫнине астӑватӑн?

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Нивушлӗ астӑватӑн?!

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Тӑну ҫирӗп сан, ӑсу ҫивчӗ, пурне те астӑватӑн, туххӑм шутласа кӑларатӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ыттисене, Евгений, эсӗ ху астӑватӑн, ӑна эпӗ мар, манпа санӑн пурнӑҫу лайӑх каласа парать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Астӑватӑн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗлтӗр ҫапла эпӗ хам, эсӗ хӑв та астӑватӑн пулӗ-ха, вилес пек чирлерӗм вӗт.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Тен, Михаил Петровича вӑрӑ-хурах тесе кӑшкӑрашнине астӑватӑн?

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Каҫсерен ман пата халӑх пуҫтарӑнса ларать, ху та астӑватӑн пулӗ-ха.

Вечером, сам знаешь, любили у меня мужики собираться.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Астӑватӑн пуль, мӗн ҫырнӑччӗ эпӗ ӑна иртнинче?

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Астӑватӑн пулӗ, ӗлӗк вылякаланӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӑшт та пулин астӑватӑн пулсан, килсем… савӑнтар салтака.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫакна ҫеҫ калама пултаратӑп: «Хӑватлӑ революци юхӑмӗнчи турпас ҫеҫ пулса юлмарӑм» (ман ҫырӑва астӑватӑн пулсан!), хам айӑпа хам юнпа ҫуса тасатрӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Астӑватӑн пулӗ, вунтӑххӑрмӗш ҫулта эс пире хамӑр ялтан тухнӑ утамансем ертсе пыракан хурахсен ушкӑнне тытмашкӑн пулӑшрӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Астӑватӑн пуль, эпир уйра тыр выратпӑр, вӑл пасарсем тӑрӑх ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех