Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслашшӗсенчен (тĕпĕ: аслашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Габриэль Атталӗн амӑшӗн мӑн аслашшӗсенчен пӗри Дмитрий Владимирович Голицын генерал пулнӑ.

Одним из прапрадедов матери Габриэль Атталя был генерал Дмитрий Владимирович Голицын.

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

Вӗсем хӑйсем тӑршшӗпех пуҫпулса тӑрас тесе халӑха Свифт тӑрӑхласа кулнӑ ӗлӗкхи аслашшӗсенчен те ытларах чее те хаяр майсемпе улталаса пусмӑрлаҫҫӗ.

Они обманывают и насилуют народ более хитрыми и жестокими способами, чем их предки, над которыми Свифт издевался всю свою жизнь.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

— Авалхи чаплӑ йӑх, — терӗ станци хуҫи, — вӗсен аслашшӗсенчен пӗри консул та пулнӑ, тепри…

— Знаменитый и древний род! — заметил хозяин станции, — один из их предков даже был консулом…

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пирӗн самана пуҫланиччен икӗ пин ҫул маларах халдей ӑрӑвӗсем Вавилонирен Ассирийӑна, унтан Палестинӑна куҫса пырсан тӗнче мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен хӑйсен аслашшӗсенчен илтнӗ авалхи юмах-сӑмахсене илсе пынӑ.

Не менее чем за две тысячи лет до нашей эры халдейские племена, перекочевывая из Вавилонии в Ассирию, а затем в Палестину, занесли свои древние предания о мироздании.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Ял ҫыннисем хальхи Аполлонӑн мӑн аслашшӗсенчен пӗрне пӗвӗ ытлашши вӑрӑмшӑн ҫапла чӗнме пуҫланӑ пулмалла.

Вероятно, так в давние времена окрестили селяне одного из предков нынешнего Аполлона за феноменальный его рост.

Аполлон Стышной // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ӑпӑр-тапӑр купинче тупнӑ леш тазпа эпир нимӗн те пӗҫермерӗмӗр, унӑн шӑтӑкӗсене сӗрсе лартнӑ замазка хӑйпӑнса ӳкӗ терӗмӗр; ун вырӑнне пирӗн валли Сайлас тетен питӗ селӗм пӑхӑр ҫатма тупӑнчӗ, йывӑҫ авӑрлӑскер, — ӑна вӑл пит упраса тыткалать, мӗншӗн тесен ку япалана унӑн мӑн аслашшӗсенчен пӗри, Англирен илсе килсе, пӗтӗм чунтан парнеленӗ, вӑл Вильгельм Завоевательпе пӗрле «Мейфлауэр» карап ҫинче-и е малтанхи урӑх карапсенчен пӗрин ҫинче ларса килнӗ пулать.

В умывальном тазу мы никаких пирогов не пекли — боялись, что замазка отвалится; зато у дяди Сайласа оказалась замечательная медная грелка с длинной деревянной ручкой, он ею очень дорожил, потому что какой-то там благородный предок привез ее из Англии вместе с Вильгельмом Завоевателем на «Мейфлауэре» или еще на каком-то из первых кораблей.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Майор майӗпен ҫав кӗтмен ҫӗртен хӑвӑртланнӑ чӗре таппин сӑлтавӗ ҫинчен илтсен, ученый: ун пекки вӑл такампа та пулма пултарӗ, мӗншӗн тесен тахҫан пӗрре унӑн авалхи аслашшӗсенчен пӗри Арауканин престолӗ ҫинче ларнӑ, терӗ.

Когда майор осторожно осведомился о причинах этого неожиданного сердцебиения, учёный ответил, что оно как нельзя более естественно, так как один из его соотечественников когда-то занимал престол Араукании.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Яхруҫ ашшӗ, Карачӑм, мӑн аслашшӗсенчен те ирттерчӗ, кампанисемпе ӗҫес йӑла пӗтсен те вӑл мухмӑр чух кирек хӑш ҫурта кӗрсе: «Ах Тур вилеп, пӗрер черкке парса чӗртӗр-ха», — тесе тарӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӑл вара ҫакна питӗ ҫӑмӑллӑн тунӑ: хӑй аслашшӗсенчен пуҫласа пулас мӑнукне ҫитичченех, линейкӑпа йӗрленӗ пек, пӗр йӗр туса тухнӑ; лӑпланнӑ; анчах Герц вариацийӗсем, ӗмӗтсем, амӑшӗн калавӗсем, князь замокӗнчи галерейӑсемпе будуарсем нимӗҫӗн тӑвӑр йӗрне анлӑлатса янӑ, ун пек йӗре аслашшӗ те, ашшӗ те, хӑй те тӗлӗкре те курман.

А он сделал это очень просто: взял колею от своего деда и продолжил ее, как по линейке, до будущего своего внука, и был покоен, не подозревая, что варьяции Герца, мечты и рассказы матери, галерея и будуар в княжеском замке обратят узенькую немецкую колею в такую широкую дорогу, какая не снилась ни деду его, ни отцу, ни ему самому.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломовкӑра пурӑнакансемшӗн пурнӑҫ йӗркисем хатӗр пулнӑ, ӑна ашшӗ-амӑшӗсем туса хӑварнӑ, вӗсем те ӑна аслашшӗсенчен ҫаплипех илсе юлнӑ, аслашшӗсене вара хӑйсен ашшӗсем, Веста вутҫулӑмне упранӑ пек, ним улӑштармасӑр тытса пыма пиллесе хӑварнӑ.

Норма жизни была готова и преподана им родителями, а те приняли ее, тоже готовую, от дедушки, а дедушка от прадедушки, с заветом блюсти ее целость и неприкосновенность, как огонь Весты.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫакна Захар тарӑхса та мар, улпута сиен кӳрес тесе те мар, ытахальтен, хӑнӑхнипе кӑна, кашни май килнӗ вӑхӑтра улпутне вӑрҫас шутпа, аслашшӗсенчен тата ашшӗнчен юлнӑ йӑлапа тӑвать.

Это Захар делал не из злости и не из желания повредить барину, а так, по привычке, доставшейся ему по наследству от деда его и отца — обругать барина при всяком удобном случае.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех