Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Минтерӗм, эсӗ манӑн инкеклӗ асапсен пӗртен-пӗр свидетелӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӗлӗк чухне вӑл тетӗшӗ ҫинчен — ӗненекен ҫынсем тӳрӗ пурнӑҫлӑ таса ҫынсем ҫинчен мӗнле шухӑшлаҫҫӗ — ҫавӑн пек, сӑваплӑ хисеппе шухӑшланӑ, халӗ вӑл унран шикленнӗ, мӗншӗн тесен, унӑн тӑванӗ йывӑр асапсен хакӗпе, ссылкӑра сая кайнӑ ҫамрӑклӑх хакӗпе — пурнӑҫа та, этемсене те тӳрӗ тума хӑйне валли тивӗҫлӗх туяннӑ…
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунашкал юратакан ҫынсем хӑйсене те савассине нихҫан та ӗненмеҫҫӗ (мӗншӗн тесен мана ӑнланман ҫыншӑн хама хам шеллемесӗр пӗтересси пушшех чыслӑрах), яланах нишлӗ пулаҫҫӗ, асапсен пӗлтерӗшне ҫакӑ та ӳстерет; нумайӑшӗ яланлӑхах юратса пӑрахаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене юратнӑ ҫынна парнеленӗ асапсен ырӑ ятне ҫухатма йывӑр пулӗччӗ; хӑйсем чунтан парӑнса тӑнине ӑна ӗнентерессишӗн вилме яланах хатӗр, анчах юратнине куллен вак-тӗвексемпе кӑтартассинчен йӗрӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вак-тӗвексемпе кӗрмешни кӑмӑла вӑйлӑн ҫӗклентерме пултараймасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫӗсем айӗнчи кӑвак путӑксенче, сарӑ-хура тӗслӗ шӗвӗр янахӗсем ҫинче, ҫӑвар патӗнчи сивлек пӗркеленчӗксенче вӑл хӑй пӗччен кӑна пӗлекен кӳренӳсемпе асапсен йӳҫекӗ вырнаҫнӑ.
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Халӗ ӗнтӗ, камерӑра ҫутӑ чухне, унӑн хурлӑхлӑ, шурса кайнӑ сӑн-пичӗ тата юлашки кунсенче тӳссе ирттернӗ асапсен хӑрушӑ, нихҫан пӗтми йӗрӗсем лайӑх курӑнчӗҫ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Таврари ҫинҫе те илтӗнми пытанчӑк сасӑсене туйма тӑрӑшса итлет вӑл: ҫав сасӑсене тӳсӗмлӗн те ачашлӑн пуҫтарсан, пурӑна-киле вӗсем, хӑйне ҫывӑх ҫынсемшӗн тутлӑ юратупа асапсен юрри пулса, тӗлӗнмелле илемлӗн янӑраса кайӗҫ.
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Унӑн телейсӗр пуҫӗ малалла та хӗн-хурлӑ асапсен ӑшне кӗрсе ӳкнӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Астӑвӑр, ан сехӗрленӗр; ҫакӑ пурте пулмалла вӑл, анчах ку — вӗҫӗ мар-ха: 7. халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; выҫлӑхпа мур пулӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ; 8. ҫавах та ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1