Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асапланӑн (тĕпĕ: асаплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тулашӑн, чирлӗн, асапланӑн

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сехмет килсессӗн асапланӑн: Чӑтас пулать-ҫке хӑвӑнах.

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ак капла эсӗ сахалтарах асапланӑн.

— Теперь ты будешь страдать меньше.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Халь пытарсан, ӳлӗм ӗмӗр-ӗмӗр ӳкӗнсе пурӑнӑн, хӑвна та, мана та каҫармасла, вӗҫӗмех ҫунӑн, асапланӑн

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Мӗн, ҫав териех пӗлӗте ҫити купалатӑн, санӑн вырӑн ҫук-и, тет. Купала, купала — хӑвнах акӑ ӗҫ ытларах пулать. Часах трубасене пӗр йӗр туса хурса тухатпӑр — ун чухне вара хӑвах ҫӳллӗ купасемпе асапланӑн!» тет.

«Что, у тебя места мало, что громоздишь их до неба? Громозди, громозди — тебе же больше работы. Скоро развозить трубы будем в линейку — вот тогда и помучаешься со своими небоскребами!..»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.

Не будет у тебя мужа, потому что высушили и издурнили тебя работа, нужда, дети; не будет у твоих полуголых, сопливых детей отца; сама будешь пахать, боронить, задыхаясь от непосильного напряжения, скидывать с косилки, метать на воз, поднимать на тройчатках тяжелые вороха пшеницы и чувствовать, как рвется что-то внизу живота, а потом будешь корчиться, накрывшись лохунами, и исходить кровью.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Эсӗ йӗр, ҫемҫешкелен, вӗсем вара лӑпкӑн ҫеҫ уйрӑлӗҫ те айӑпламалли пӗр нимӗн те хӑвармӗҫ, эсӗ вара ӗмӗрӗпех иккӗленӗн, асапланӑн».

«Ты плачь, сентиментальничай, а они спокойно разойдутся, улик не будет, и ты век будешь сомневаться и мучаться».

XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Ну, кала-ха мана, — калаҫма пуҫларӗ Челкаш, — яла таврӑнатӑн та эсӗ, авланатӑн акӑ, ҫӗр чавалама пуҫлатӑн, арӑму ачасем ҫуратса тултарать, ҫиме ҫитмест; ну, вара, ӗмӗр тӑршшӗпе чунтан асапланӑн

— Ну, скажи мне, — заговорил Челкаш, — придешь ты в деревню, женишься, начнешь землю копать, хлеб сеять, жена детей народит, кормов не будет хватать; ну, будешь ты всю жизнь из кожи лезть…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех