Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асапланнӑ (тĕпĕ: асаплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан ун ҫине пӑхмасӑр пуҫне усса ларнине астусан, кӑштах лӑпланчӗ, вӑл мухмӑрпа асапланнӑ пек ӑнланнипе ӑна пулӑшу пама кирлине тавҫӑрса, хӑюллӑн чӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗтӗмпе чыхӑнса вилнӗскер, хытӑ асапланнӑ пулас Сятров.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗр ҫиелтен пӑрланса ларнипе, юр ытла нумай хӗвсе лартнипе тата апат ҫуккипе, кашкӑрсем тытнипе пӑлан сахалланса пынӑ, пӑвансемпе кукӑркутсем, вӑрӑмтунасем ҫыртнипе асапланнӑ, ерекен чирсем лекнипе нумай пӗтнӗ.

Стада их редели от гололедицы, сильнейших снежных заносов и бескормицы, от нападения волков, страдали от жалящих насекомых — оводов, слепней, комаров, гибли от повальных заразных болезней.

Тундрӑра пӑлан ӗрчетесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах Завьялова Лена асапланнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хайлав вӗҫӗнче тӳрремӗн ӑнлантарса хӑварнисем те пур: Виҫӗ паттӑр хӗр — вӑл ӗлӗкхи ҫӗрсӗр нушаланнӑ, правасӑр чураланнӑ, патша саманинчи асапланнӑ хӗрарӑм.

в конце содержится даже разъяснение смысла: Три девушки-богатыря представляют образ женщины безземельной, рабски бесправной, измученной царским режимом.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Славик кухньӑна кӗчӗ те, сӑмсине хир фиалки шӑрши ҫапсан, сасартӑк паҫӑр хӑй музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланса асапланнӑ чухнехи туйӑм чӗрине таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Гоголь, ав, пачах урӑхла: вӑл хӑйӗн произведенийӗсене темиҫе хутчен ҫӗнӗрен ҫырса, темиҫе хутчен тӳрлетсе асапланнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кашнийӗ хӑйӗн хуйхипе асапланнӑ, темиҫе тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫулталӑка майлӑ асапланнӑ хыҫҫӑн ҫав япала йӑлтӑр-ялтӑрах «ҫуталнӑ» пулмалла — чиперех кун ҫути курчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Илларионов сӑвӑ вуласа пачӗ, ӑна вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, икӗ уйӑх хушши ҫырса асапланнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Кузьма Васильч килкартине кӗме тӑрсан, Аргус вӗсем ҫине сиксе ларасла вӗрчӗ, вара ҫавӑнтах пӗр полицайӗ «вальтер» туртса кӑларчӗ те йытта икӗ хутчен тӗллесе печӗ, йывӑр аманнӑ Аргус хӑйӗн йӑвине аран сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ, виҫӗ сехет асапланнӑ хыҫҫӑн вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сахал мар асапланнӑ, хӑйне канӑҫ паман ыйтусем ҫине тӗрӗс ответ тупма тӑрӑшнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Такам ҫинчен те, тем те пӗлнӗ вӑл, ҫапах упӑшкин вӑрттӑнлӑхне ҫеҫ пӗлеймен, ҫакӑншӑн вара калама ҫук хытӑ асапланнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав ансӑр тӑрӑха йывӑҫ лартиччен нумай асапланнӑ машинистсем вӑрманҫӑсене яланах сигналпа тав туса хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Эп унта тыткӑнра асапланнӑ, Хабиба.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа мартӑн 3-мӗшӗ тӗлне республикӑри чӗрчунсем уртаракан чирпе асапланнӑ 20 тӗслӗхе - пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен чылай нумайрах - шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Вӗсем ҫук пурнӑҫпа питӗ тертленнӗ, пуянсем патӗнче тарҫӑра пурӑнса асапланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Памасӑр канӑҫ кӑкӑрта Хавшак чӗри ун асапланнӑ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗне тепле майпа аманнӑ ав, Пӑрулаймасӑр асапланнӑ, Ура, тен, шатӑрт хуҫӑлать, Шӑл сурнипе хытах аптраҫҫӗ Васса аппа патне чупаҫҫӗ: Вӑл йӑпатать те, вӑл ҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл ку калаҫӑва юлашки уйӑхсенче яланах кӗтнӗ, ӑна чунӗпе васкатнӑ, шухӑшласа та пайтах асапланнӑ, анчах калаҫу паян пулассине аса та илмен.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех