Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асапланнисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним усӑсӑр асапланнисем вырӑнне асран кайми сӑнсемпе ҫӗнӗ шанчӑксем тухса тӑраҫҫӗ.

На месте этих бесплодных потуг стояли живые воспоминания и надежды.

I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Халь ӗнтӗ унӑн ӳт-пӗвӗ ача ҫуратма вӑхӑт ҫитнӗ пирки ҫеҫ мар ыратрӗ, — халь, ӑна салтаксем ҫӗрле ҫул тӑрӑх хӑваланӑ чух, прикладсемпе ҫапни те, штыкпа чикнисем те, сивӗпе, шыв ӗҫес килнипе, выҫӑ пулнипе асапланнисем те пӗтӗмпех сисӗнчӗҫ.

Теперь отозвались все удары прикладов, все уколы штыком, все падения на землю, когда солдаты гоняли ее ночью по дороге, холод сарая, жажда, голод.

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ман асапланнисем, манӑн шалти кӗрешӳсем ҫавӑн хыҫҫӑн иртсе каяҫҫӗ тенине илтнӗ эпӗ, илтнӗ те, вуланӑ та.

Я слышал, что мои борьбы и страдания утишатся после этого, я слышал это и читал.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вӗсене ялан шӳт туса, савӑклӑн саламласа, ывӑнма пӗлмен мыскараҫӑсем шухӑшласа кӑларнӑ тӗрлӗ юратупа тунсӑх пирки асапланнисем ҫинчен палкаса кӗтсе илнӗ.

Их всегда встречали шутками, веселыми приветствиями, какими-то загадочными намеками насчет всяких симпатий и страданий, которые тут же придумывались неутомимыми балагурами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫав ҫамрӑксем хушшинче вуншар ҫул ытла тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресе асапланнисем те пурччӗ, вӗсене тӗттӗм кӗтессенчен пӑшалпа вӑрттӑн пере-пере вӗлернӗ.

Юноши — одни из них многие годы скитались по свету и пали, сраженные пулей из-за угла;

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех