Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асапланаҫҫӗ (тĕпĕ: асаплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынсем вӑрҫӑра асапланаҫҫӗ, кунта мӗнпур йывӑрри хӗрарӑма тивет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем нумай ҫул шыв пулманнипе асапланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Пӗрисем чирпе асапланаҫҫӗ, теприсем — ӑшша-сивве чӑтса.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Вӗсем пуйӑссемпе машинӑсем чупакан ҫулсем ҫине тухас юра хӑйсем ҫине купаласа питӗ асапланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Уй енчен лутра йывӑҫ тӗмӗсем хӗл каҫиччен 2 — 3 метр ҫӳллӗш юр тытса, ӑна хӑйсем ҫине купаласа мӗн чухлӗ асапланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Тепӗр 15-18 кунтан ҫав калчасем ҫӗнӗрен ҫулҫӑ кӑларасшӑн асапланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Сисет Аттеней, юлташӗсем те ун пекех асапланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Миҫе ҫул асапланаҫҫӗ ӗнтӗ ҫапла.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лашасем каллех асапланаҫҫӗ паян.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем сарра яракан, пуҫа ҫавӑрттарса аташтаракан, усал шӑршӑ сарса пӳр юхтаракан, тӑранма пӗлмесӗр апат ҫитерттерекен, вар-хырӑмра апата ҫӗртерттермен тата нумай ытти тӗрлӗ чирсемпе те чирлесе асапланаҫҫӗ.

разлитием желчи, головокружением, бредом; золотушными опухолями, волчьим аппетитом, несварением желудка и массой других болезней, которые не к чему перечислять.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Клеткӑсенче тискер кайӑксем асапланаҫҫӗ.

В клетках мучаются звери.

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Пуринчен ытларах хӗрарӑмсем ҫакӑн пек чухне пӑшӑрханса асапланаҫҫӗ.

Но более всего страдают бабы вот при каком случае.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Класра пӑчӑ та шӑрӑх, экран ҫинче кутсӑр-пуҫсӑр ҫил-тӑман вӗҫтерет, дружинӑра тӑракансем, атакӑна кӗме сигнал парасса кӗтсе, шартлама сивӗре шӑнса асапланаҫҫӗ.

В классе было душно и жарко, а на экране мела пурга, дружинники мерзли, ожидая сигнала атаки.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Сахал мар ырӑ йӑхран тухнӑ ҫамрӑксем манӑн тӗрмере асапланаҫҫӗ! — терӗ патша.

Немало благородных юношей томится сейчас в моей тюрьме!

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Хӑш чухне вӗсем хӑйсен намӑслӑх туйӑмӗ ҫинчен сехӗрленсех калаҫаҫҫӗ, унпала кӗрешсе чӑнласах асапланаҫҫӗ те, анчах намӑслӑх туйӑмӗ йӑваш чунлӑ этемшӗн ҫеҫ ҫӗнтерейми хӑват; вӑйлӑ чунлисем ӑна часах хӑйсен аллине ҫавӑрса илеҫҫӗ, хӑйӗн тӗллевӗшӗн ӑна тарҫӑ тӑваҫҫӗ.

Иногда они со страхом говорят о своей совести, порою искренно мучаются в борьбе с ней, — но совесть непобедима лишь для слабых духом; сильные же, быстро овладевая ею, порабощают ее своим целям.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сӑмах майӗпе тӑвар ҫинчен аса илтӗмӗр — тӑвар ҫуккипе пирӗн пайтах отрядсем питӗ тертленеҫҫӗ, колхозниксем те нумайӑшӗсем цынга чирӗпе асапланаҫҫӗ, — Мускавран мӗн чухлӗ те пулин тӑвар илсе тавӑрӑнма пулмӗ-ши, тетпӗр.

Кстати, раз мы вспомнили о соли — многие наши отряды очень страдали от отсутствия соли, и многие колхозники страдали цингой, — подумали, можно ли привезти из Москвы хоть сколько-нибудь соли.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫынсем нимӗнрен ытларах цынга чирӗпе асапланаҫҫӗ.

Больше всего народ страдал от цынги.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем гестапо танатинче асапланаҫҫӗ.

Они мучились в застенках гестапо.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

«Авӑ ҫавӑнта, ҫав пӑр тӑвӗсем хыҫӗнче, ют ҫӗр ҫинче аппапа пичче асапланаҫҫӗ», — шухӑшларӗ Вияль, уйӑхӑн пар ҫине ӳкнӗ сивӗ пайӑркисем ҫинчен куҫне илмесӗр.

«Вон там, за этими льдами, на чужой земле томятся сестра и брат», — думала Вияль, не отрывая взгляда от холодных лунных дорожек на ледяных торосах.

Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Эх, авӑ палаткӑсем патӗнче, пӗр вырӑнта тӑра пӗлмесӗр, малти урисемпе кукалесе тӑракан ҫав шурӑ ут ҫине утланса ларасчӗ те хӗрлӗармеецсене: «Айтӑр, пиччесем, тӗрме патне! Эпӗ тӗрме ӑҫтине пӗлетӗп. Унта революционерсем асапланаҫҫӗ!» — тесе кӑшкӑрса, вӗсене тӗрме патне ертсе каясчӗ…

Эх, вскочить бы на белого коня, который стоит у палатки и все переступает ногами, крикнуть красноармейцам: «Айда, дяденьки, к тюрьме! Я знаю, где тюрьма. Там томятся революционеры!» — и повести их за собой…

XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех