Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асапланакансене (тĕпĕ: асаплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш ҫӗршывне трахомӑпа асапланакансене пулӑшма ятарласа тунӑ отрядсем те килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Чир-чӗрпе асапланакансене курсан, пӗчӗк пулсан та, Гальӑн чунӗ ыратнӑ, вӗсене ҫийӗнчех пулӑшас килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Йывӑр чирпе асапланакансене хӑйӗн аллипе сӗртӗннипех сыватма пултарнӑ, куҫпа пӑхса хӑракан йывӑҫсене чӗртнӗ, ваттисене ҫамрӑклатма, йӗкӗтсемпе ҫылӑха кӗнӗ хӗрсене тытамак чирӗ ертсе асаплантарма пултарнӑ тата тем те, тем те тума пултарнӑ вӑл, тет.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Асапланакансене шыв эрех пекех витӗм кӳчӗ.

Вода подействовала на страдальцев, как вино.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

— Эсир мӗнпур тӑшмансене ҫапса аркатма тата помещиксен аллинче асапланакансене хӑтарма каятӑр.

Вы идете покончить со всеми его врагами, помочь тем, кто еще томится в страшной помещичьей кабале и ждет освобождения.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хресченсене ҫӗр, выҫӑпа асапланакансене ҫӑкӑр памалла.

Земля крестьянам, хлеб голодным.

Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

18. Вӑл Хӑй асап курнӑ, тӳснӗ, ҫавӑнпа асапланакансене пулӑшма пултарать.

18. Ибо, как Сам Он претерпел, быв искушен, то может и искушаемым помочь.

Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра чирлӗ ҫын пуррисем пурте тӗрлӗ чирпе асапланакансене Иисус патне илсе пынӑ; Вӑл, кашнийӗ ҫине аллисене хурса, вӗсене сыватнӑ.

40. При захождении же солнца все, имевшие больных различными болезнями, приводили их к Нему и Он, возлагая на каждого из них руки, исцелял их.

Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ӗнтӗ Ун ҫинчен пӗтӗм Сири ҫӗрне хыпар сарӑлнӑ; Ун патне халсӑррисене, тӗрлӗ чир-чӗрпе асапланакансене, усал ернисене, тытамаклисене тата шалкӑм ҫапнисене иле-иле пынӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ.

24. И прошел о Нем слух по всей Сирии; и приводили к Нему всех немощных, одержимых различными болезнями и припадками, и бесноватых, и лунатиков, и расслабленных, и Он исцелял их.

Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Тимлесе пӑхрӑм та — ҫак ҫӗр ҫинче пулакан тем тӗрлӗ пусмӑра куртӑм: акӑ пусмӑртисенӗн куҫҫулӗ, анчах вӗсене йӑпатаканӗ ҫук; пусмӑрҫисен аллинче — вӑй, ӗнтӗ асапланакансене йӑпатаканӗ ҫук.

1. И обратился я и увидел всякие угнетения, какие делаются под солнцем: и вот слезы угнетенных, а утешителя у них нет; и в руке угнетающих их - сила, а утешителя у них нет.

Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Тумтирӗ ҫуккипе асапланакансене, шӑнса ҫӳрекен мӗскӗне курсассӑн, 20. сурӑхӑмсен ҫӑмӗпе ӑшӑтмарӑм-и вӗсене, вӗсен ҫан-ҫурӑмӗ мана тав тумарӗ-и?

19. Если я видел кого погибавшим без одежды и бедного без покрова, - 20. не благословляли ли меня чресла его, и не был ли он согрет шерстью овец моих?

Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӗрлӗ чирпе асапланакансене сиплеме, дежурство тӑма тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех