Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 13. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: кай та Иудея арӗсемпе Иерусалимра пурӑнакансене кала: ара, сире ҫакӑ та ӑса вӗрентмест-ши, эсир Ман сӑмахӑмсене итлемӗр-ши? тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа Эпӗ ӑна пӑрахрӑм, 32. Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсен мӗнпур усал ӗҫӗшӗн — вӗсем, вӗсен патшисемпе улпучӗсем, священникӗсемпе пророкӗсем, Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем Мана ҫиллентермелли ӗҫсем тунӑшӑн — пӑрахрӑм.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисене каласа парӑр; 3. вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлемен ҫынна ылхан ҫитӗ; 4. ҫакӑ сӑмахсене Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, тимӗр кӑмакаран, илсе тухсан каларӑм: «Манӑн сӑмахӑма итлӗр, Эпӗ сире ӳкӗтлесе каланине пурне те тӑвӑр, вара эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп» терӗм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫашӑн хӑвӑрӑн ӳтӗре кастарӑр, чӗрӗрсен ӳтне касӑр: Манӑн ҫиллӗм вут-ҫулӑмла тапса ан тухтӑр, сирӗн усал йӑлӑрсене пула пӗр сӳнмиех ҫунса ан тӑтӑр.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Хӑйсен чӗри хушнипе Израиль халӑхӗн пур арӗсемпе арӑмӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каласа тума хушнӑ тӗрлӗ ӗҫсем валли хӑйсем ирӗккӗн Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1