Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗсене (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартас шутпа малашне мӗнле ӗҫсем тумаллине палӑртрӗҫ: пысӑк ҫемьеллӗ салтак арӑмӗсене пулӑшасси, ҫӗнӗ заема ҫырӑнма хатӗрленесси, ялхуҫалӑх налогӗсене хӑвӑртрах тӳлесе татасси, оборона фондне малашне те укҫа-тенкӗ, ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ уйӑрса тӑрасси, ҫуракине тӗплӗн хатӗрленесси пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗн упӑшкасем вӑрҫӑра тертленеҫҫӗ, эсӗ вӗсен арӑмӗсене хыпашласа ҫӳретӗн! — ҫиҫӗм пек хӑвӑрт санталине хывса Кабаргаса питӗнчен шартлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫӗсене уснӑ арҫынсем хӑйсен кутамккисене лаша урапи ҫине хунӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗсене ыталарӗҫ, арӑмӗсене чуптурӗҫ, ачисене аллисене илсе лӑпкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арӑмӗсене пӑрахӗччӗҫ те — ман пата пырӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавна май вӗсен йывӑр ҫын арӑмӗсене пӗр хутчен паракан пособипе тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Контрактниксем СВО-на хутшӑнни стажра икке хутланӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0%b ... %b6%d1%80/

Арӑмӗсене пулчӗ-пулмарӗ урӑх арҫынсем ҫумне хушса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Елена Григорьевна ӑнлантарнӑ тӑрӑх, мобилизациленисен арӑмӗсене ӗҫе вырнаҫассипе йывӑрлӑхсем тухса тӑрсан та пулӑшу кӳме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/per-yijtu-ta-timl ... yulme.html

— Е пурте арӑмӗсене пӑрахнӑ этемсем-и унта сирӗн?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйсен ачисене, арӑмӗсене, ашшӗ амӑшӗсене килсе савӑнтармалла».

Куҫарса пулӑш

«Атӑл» наци батальонӗн салтакӗ Владимир Петров // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60524

Арӑмӗсене ҫав тери тертлентеретчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ, пур, хӑвӑн ҫуртӑнта коммунистсен арӑмӗсене усратӑн иккен!

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах нумай ача ашшӗсен ҫак пулӑшӑва ирӗксӗрех йышӑнма тиврӗ, вӗсем апат илме хӑйсен арӑмӗсене е аслӑрах ачисенчен пӗрне черете ячӗҫ.

Но отцы многодетных семей не могли отказаться от этой помощи, они посылали за ней своих жен или кого-нибудь из детей постарше.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Арӑмӗсене те вӗсем пӗр-пӗринпех ӑмӑртса суйланӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Утямӑш ханпа Сююнбике регентшӑсӑр пуҫне эпир сире Мускава ӑсатма Крым княҫӗсемпе вӗсен арӑмӗсене, Кучак уланӑн икӗ ывӑлне, Ак-Муххамед уланӑн ывӑлне тата вӗсен тарҫисене паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалейпе Шереметев патне пӗчӗк уҫланкӑна Кучак улана, ун шӑллӗне Багадура, вӗсен арӑмӗсене, кунсӑр пуҫне Торчи княҫа, Барболсунпа Шах-Амет княҫсемпе вӗсен тарҫи-тӗрҫисене тытса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачи-пӑчине, арӑмӗсене мӗнле манӗ вӑл, вӗсене кам мӑшкӑлӗ пулма пӑрахса хӑварӗ?

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑл ҫуралнӑранпа хан ытти арӑмӗсене йӑлтах манса кайрӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асли, Юнус ятли, Арскра ҫурт лартнӑ та ачисемпе арӑмӗсене те кунтах илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку вара кӗвӗҫекен арҫынсене шӑл ҫемми: час-часах арӑмӗсене Петӗр ҫумне хушатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Тата вӗсен арӑмӗсене, ачисене, арӑмин амӑшӗсене, аслашшӗсене хуш.

А к ним еще прибавь их жен, детей, дедушек, бабушек…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех