Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗнчен (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнер вара сасартӑках унӑн арӑмӗнчен Верӑран ҫыру илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Укҫине арӑмӗнчен ыйтасшӑнччӗ, ҫук ӗнтӗ, кашкӑр ҫинчен унпа сӑмах тапратма тур ан хуштӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакна пӗлнӗ пулсан, хӑй аллипе парӗччӗ вӑл салтаксене, арӑмӗнчен те хӑраса тӑмӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунашкал мӑшкӑла вӑл пуҫламӑш хут Микуларан курса тӳснӗччӗ, халь — арӑмӗнчен.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, арӑмӗнчен юлас мар тесе ӗнтӗ, веҫех ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хабиров халӗ ӗнтӗ передовоя амӑшӗнчен, ашшӗнчен, арӑмӗнчен, хӗрӗнчен тата ҫак боецӑн ывӑлӗнчен салам калама таврӑнасси ҫинчен шантарнӑ.

Хабиров подчеркнул, что теперь уже вернется на передовую с приветом от мамы, папы, жены, дочери и сына этого бойца.

Радий Хабиров СВОна хутшӑнакан боеца панӑ сӑмахне пурнӑҫланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3393756

Ӳкерчӗке каллех ҫурса ҫӳп-ҫап шӑтӑкне пӑрахнӑ хыҫҫӑн хваттерне кӗрет те арӑмӗнчен хуллен кӑна ыйтать:

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Арӑмӗнчен уртӑнса пӳлӗме кӗрсенех кӑкран касса янӑ юман пек урайне хӗреплетрӗ, хӑй ҫапах та юрлама хӑтланать: Помирать нам рановато, Есть у пас на свете дела…

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Виҫҫӗмӗш хутӗнче Верук хыҫҫӑн упӑшки те хашкаса килчӗ, арӑмӗнчен утӑм юлмасӑр, кӑкарса янӑ пек ҫӳрерӗ, мӗскӗнленсе, йӑлӑнса калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӑҫал вара, ҫу вӗҫӗнче, Думитру кӗтмен-туман ҫӗртен хӑй арӑмӗнчен ҫыру илет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫтаппан кӑмака умне утса кайса шыв кранне хытарчӗ (кӑштах тумлатчӗ), кран ҫине пӗр самант пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн арӑмӗнчен ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Район центрӗнчи арӑмӗнчен уйрӑлса Шупашкара пурӑнма куҫнӑ ку.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫамрӑк чухне вӑл хӑй те авланнӑ хыҫҫӑн арӑмӗнчен вӑрттӑн хӑш-пӗр инкесем патне улаха ҫӳрекеленӗ-ха, ҫавӑнпа та ял ҫинчи сӑмах ӑна питех пӑшӑрхантарман: «Вӑхӑтлӑх айкашу кӑна ку — инке-арӑмах качча илес ҫук-ха ман Пурхиле», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Арӑмӗнчен иртеймест пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Авланнӑ каччи арӑмӗнчен уйрӑласса кӗтмелле-и Тамарӑн?

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Караҫӑм арӑмӗнчен уйрӑлнӑ-ха, — упӑшкине ҫӗнӗ хыпар пӗлтерме васкарӗ Севет инке.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӳрпилӗк арӑмӗнчен уйрӑлчӗ-ҫке вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Ак хашакӑн сулахай енчи ҫӳлти кӗтесӗнче — мучин иккӗмӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ ывӑлӗ Иван (пӗрремӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ Лисук сӑнӳкерчӗкӗ кунта ҫук, мӗншӗн тесен паксӑр упӑшки пӗр-ик хут алӑ ҫӗклесенех хӑйӗн этем хакне-чысне ҫӗре таптама паман хӗрарӑм ҫулталӑкри ачи-мӗнӗпех Ҫтаппанран уйрӑлса кайнӑ та урӑх арҫынна качча тухнӑ; Иванӑн ашшӗ енчен те, амӑшӗ енчен те тӑван йӑмӑкӗн Зинӑн сӑнӳкерчӗкӗ те ҫук: хӗр ача виҫӗ ҫул тултарсанах Ҫтаппан ӑна, ҫемьере «ытлашши карланкӑ» тесе, аякри ялти Турӑ ача пӳрмен пӗр ҫемьене усрава панӑ).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хородничану, филантропие ниме тӑман усӑсӑр ӗҫ вырӑнне хурса, арӑмӗнчен тӑтӑшах кулкалать пулин те, ӑна ку ӗҫре кансӗрлеме шухӑшламасть.

Хородничану посмеивался над женой, считая филантропию забавой, по не мешал ей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑна вӑйран кайиччен ӗҫлени килӗшет, унтан та ытларах вӑл кунта арӑмӗнчен тарса килет.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех