Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арҫынсӑр (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынсӑр хӗрарӑмсенчен ун пек тӗреклӗ пурӑнакан урӑх никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӗнсен, тен, Укаҫ килӗшӗ те ӑна качча тухма, анчах — юратса мар, вӑрҫӑ асапне пӗчӗклетес тесе, арҫынсӑр йывӑр тесе ҫеҫ килӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пурӑннӑ ҫав ӗлӗк, турӑ ҫырнинчен иртме ҫук, арҫынсӑр пурнӑҫ пурнӑҫ мар, пӗрлешнӗ тӗк, юрататӑн-и, юратмастӑн-и, пурнӑҫу тутлӑ-и, йӳҫӗ-и — пурӑнас пулать, тенӗ те чӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Столовӑйра кӗтесри сӗтел хушшинче сӑра ӗҫсе ларакан икӗ арҫынсӑр пуҫне урӑх никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавӑн пек чиперкке арҫынсӑр пурӑнать-и?»

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла та йывӑр хуйхӑ пырса кӗчӗ ҫав вӗсен кил-ҫуртне: пысӑк йыш пӗр вӑй питти арҫынсӑр тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хальхи вӑхӑтра арҫынсӑр пурӑнма ҫук, Павлуш.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр шутласан, пач ӑнланмалла мар пек, сакӑр ҫул ытла пурӑнчӗ-иҫ Сӑпани Хӗлимунсӑр, Венясӑр, арҫынсӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арҫынсӑр тунсӑхласа ҫитрӗм ӗнтӗ эп.

— Истосковалась я по мужчине.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Арҫынсӑр пурӑнса унӑн пӗтӗм кил-ҫурчӗ чалӑшса, ишӗлсе аннӑ… —

У нее без мужчины все покосилось, повалилось… —

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ялсем арҫынсӑр тӑрса юлчӗҫ.

Обезмужичила деревня.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑрҫӑ пирӗн ялсене… мӗнпур района арҫынсӑр тӑратса хӑварчӗ.

Война наши деревни… почитай, весь район обезмужичила.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Арҫынсӑр кама кирлӗ эпӗ унта?

Кому я там нужна без мужика?

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗрисем арҫынсӑр тӑрса юлнӑ кил-йышсене пахча ӗҫӗнче пулӑшмалла.

Одни будут помогать работать на огородах семьям, у которых мужчины ушли на фронт.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӗршывӗпе мӗн чухлӗ хӗрарӑм арҫынсӑр пурӑнать, вӗсенчен кашни пӗр-ик ача ҫуратсанах миҫе миллион ҫын хушӑнӗ.

Сколько миллионов женщин в стране живут без мужчин, если каждая из них родит хотя бы по два-три ребёнка – сколько миллионов сразу прибавится.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эппин, пӗрлех пурнар, упрар тус-тӑвана, Темле пулсан та… — арҫынсӑр йывӑр, тупата.

Так, будем вместе жить, беречь друзей-товарищей, Что бы ни случилось… — без мужчины тяжело, право.

Арҫын телейӗ… // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7352.html

Хӗрарӑм ҫемье ӑшшине тытса пырать тетпӗр-ха, анчах арҫынсӑр та пурнӑҫ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех