Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арҫынсемшӗн (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынсемшӗн те, хӗрарӑмсемшӗн те ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Благоприятный период как для женщин, так и для мужчин.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлашкинчен экран ҫинче Ленӑн нумайранпа палланӑ ҫынни, арҫын ачанни пек урлӑ хӑлхаллӑ, ытармалла мар Жерар курӑнчӗ — вӑл Лена пурнӑҫра пӗлнӗ пур арҫынсемшӗн те ниепле танашма май ҫук чаплӑ тӗслӗх пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Арҫынсемшӗн ӑнӑҫлӑ эрне мар.

Для мужчин этот период будет неблагоприятным.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эппин, кирлӗ ҫын вӑл арҫынсемшӗн.

Значит, она чего-то стоит для них?

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Суринэ ӑна ярса тытрӗ; арҫынсемшӗн те йывӑр ҫӗр чаву ӗҫӗ ӑна батист пусмаран саппун ҫӗленӗ пекех туйӑнчӗ.

Суринэ схватила его и, тяжкая даже для мужчин, земляная работа показалась ей легкой строчкой батиста.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Юрату вӑл ыталашса савӑшни те, чуптуни ҫеҫ-ши арҫынсемшӗн?

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Эпир, хӗрарӑмсем, ӑнӑҫлӑхшӑн юрататпӑр, анчах сирӗншӗн, арҫынсемшӗн, тепӗр ҫыннӑн ӑнӑҫлӑхӗ — куҫа шур илнӗ пекех туйӑнать.

За удачу мы, бабы, любим, а вашему брату чужая удача — бельмо на глаз.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Раҫҫей статистики пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсемшӗн пурнӑҫра виҫӗ тӗллев чи пӗлтерӗшли – ҫемье ырлӑхӗпе пурлӑхӗ, ача тата харпӑр хӑйӗн пурӑнмалли ҫурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Арҫынсем пирки // Чӑвашстат. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2020.02.29

Хӗрарӑмсемпе ачасем тата ватӑ ҫынсем фронта кайнӑ арҫынсемшӗн вӑй хунӑ, ҫывӑрмасӑр, канмасӑр тыр-пул туса илнӗ, вӑрман ӗҫленӗ, окопсем те чавнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫ таятпӑр ветерансем умӗнче! // В.ЯРАБАЕВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

Ҫул шайне хӗрарӑмсемшӗн 35 ҫул, арҫынсемшӗн 40 ҫул таран чакарасси малашлӑхра тумалли тепӗр утӑм шутланать.

В перспективе следующим шагом станет снижение возрастных рамок до 35 лет для женщин и до 40 лет для мужчин.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ӗҫ ветеранӗсем валли палӑртнӑ социаллӑ пулӑшу мерисене илмелли правӑна пысӑк ӗҫ стажӗллӗ – хӗрарӑмсемшӗн 40 ҫултан, арҫынсемшӗн 45 ҫултан кая мар – граждансем тивӗҫнӗ.

Право на получение мер социальной поддержки, установленных для ветеранов труда Чувашской Республики, приобрели граждане, имеющие большой трудовой стаж - не менее 40 лет для женщин и 45 лет для мужчин.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

1. Тата Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: кам та пулин хӑй чунне Ҫӳлхуҫана халаллама сӑмах парать пулсассӑн, эсӗ уншӑн хак хур, 3. ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа утмӑл ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн аллӑ сикль кӗмӗл хак хур, таса сикль виҫипе хур; 4. вӑл хӗрарӑм пулсан, эсӗ ӑна вӑтӑр сикль хак хур; 5. пилӗк ҫулхисенчен пуҫласа ҫирӗм ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн ҫирӗм сикль хак хур, хӗрарӑма вара вунӑ сикль хак хур; 6. пӗр уйӑхринчен пуҫласа пилӗк ҫула ҫитнӗ арҫынсемшӗн пилӗк сикль кӗмӗл хур, хӗрарӑма виҫӗ сикль кӗмӗл хур; 7. утмӑл ҫултан иртнӗ арҫынна вунпилӗк кӗмӗл сикль хак хур, хӗрарӑма вунӑ сикль хур.

1. И сказал Господь Моисею, говоря: 2. объяви сынам Израилевым и скажи им: если кто дает обет посвятить душу Господу по оценке твоей, 3. то оценка твоя мужчине от двадцати лет до шестидесяти должна быть пятьдесят сиклей серебряных, по сиклю священному; 4. если же это женщина, то оценка твоя должна быть тридцать сиклей; 5. от пяти лет до двадцати оценка твоя мужчине должна быть двадцать сиклей, а женщине десять сиклей; 6. а от месяца до пяти лет оценка твоя мужчине должна быть пять сиклей серебра, а женщине оценка твоя три сикля серебра; 7. от шестидесяти лет и выше мужчине оценка твоя должна быть пятнадцать сиклей серебра, а женщине десять сиклей.

Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2015 ҫулта аслӑ ҫулти ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх парассин шайне ӳстерес тӗллевпе «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫмелли ӗҫ стажне 2,5 ҫити чакарнӑ, халӗ вӑл хӗрарӑмсемшӗн - 37 ҫул та 6 уйӑхпа, арҫынсемшӗн - 42 ҫул та 6 уйӑхпа танлашать.

В 2015 году в целях повышения уровня социальной защиты людей преклонного возраста на два с половиной года снижен трудовой стаж для присвоения звания «Ветеран труда Чувашской Республики» – до 37 лет и 6 месяцев у женщин и 42 лет и 6 месяцев у мужчин.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех