Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арҫынах (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Арҫынни арҫынах та-ха, — тавӑрчӗ Венюк, тӳрре тухасшӑн аллине сӑтӑркаласа.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Виҫҫӗмӗшӗнче иккӗмӗш хутра ӗҫлетӗп, каллех ҫав калушлӑ арҫынах: «Эсӗ мӗн ятлӑ прораб патӗнче ӗҫлетӗн?» — тесе ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ҫынни лайӑх та эсӗ, ҫапах та, кукша пулин те, арҫынах вӗт…

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Вӗсем пурте ӑна арҫынах тенӗ пулӗ».

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫын арҫынах ҫав, халтӑрканӑ, кӑмпаланнӑ, «вырӑнпах выртакан» хуҫалӑха часах «ура ҫине тӑратрӗҫ», «ҫӗнӗ кӗпе-йӗм тӑхӑнтартса, тӗкӗ парса», илемлетсе, ял-йыш ӑмсанмалла лата килтерчӗҫ чӗрӗ, курӑмлӑ сӑн-пит пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

— Янравлӑ пулмасӑр, — ун сӑмахне ларма васкарӗ халӗ те елпӗрсе тӑракан леш ҫутам тӑлпан арҫынах.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Арҫын арҫынах, ӑна лесникпе калаҫма вӑрмана хамӑр йывӑҫсене кайса пӑхма эпир хушрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Арҫын арҫынах вӑл.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арҫын арҫынах, сак ваклать те вут тӑвать тенӗ пек пулнӑ ӗнтӗ эпӗ вун виҫӗ ҫулта.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эс арҫын — арҫынах пул.

Ты мужик — вот и будь мужиком.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ырлӑха пулаймарӗ Марьешӗн Кутемере куҫса килни те: ывӑлӗ арҫынах пулса ҫитеймен-ха, Хӗветӗр хыҫҫӑн сӳрепе кӑна ҫӳрекелет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каярахпа ҫав арҫынах эпир, кӑмӑллӑ е сивлерех питкуҫлӑскерне (каллех автор ирӗкне кура), тусана пит хытӑ мӑкӑрлантарса чупакан кивӗ газик ҫинче ларса пынине куратпӑр.

Затем мы видим того же мужчину с добродушным или строгим лицом (опять сообразуясь с волей автора), едущим в стареньком «газике», подымающем по дороге страшную пыль.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗншӗн-ха Эпӗ ҫакна куратӑп: кашни арҫынах, ҫуратакан арӑм пек, вӗчине ярса тытнӑ, сӑнӗ-пичӗ те вӗсен шурсах кайнӑ?

Почему же Я вижу у каждого мужчины руки на чреслах его, как у женщины в родах, и лица у всех бледные?

Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех