Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кутамккасем, чемодансем, пӗчӗк арчасем тиенӗ лавсем ҫак вӑхӑтра Шупашкар еннелле хускалса кайрӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ҫураннисем те утрӗҫ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Таҫтан тупӑнаҫҫӗ «мешочниксем»: пурин те тем пысӑкӑш кутамккасем, михӗсем, арчасем.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Харита ӑна, тен, ҫырнӑ та; Харитӑн хӑйӗн тарҫӑсем пулнӑ, вӗсем те унпа пӗрле тухса кайнӑ, мӗн пур япалине арчасене вӗсем ҫеҫ тирпейлӗн пуҫтарса хума пултарнӑ, мӗншӗн тесен Моргиана тарҫисем арчасем пирки те, миҫе арча ларнине те пӗлмеҫҫӗ; халал хутне евитлесенех Моргиана ҫӑра уҫҫисене илнӗ те вӗсене яланах хӑйӗн ҫумӗнче тытать.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргиана арчасем ларакан пӳлӗме хӑпарчӗ, виҫӗ арчари чи хаклӑ япаласене пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ, унтан хут тупса кашнин ятне ҫырма пикенчӗ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тӗрлӗ ҫӗрте, пӳлӗм варринче утма чӑрмантармасӑр, ҫул ҫӳремелли ҫӳллӗ арчасем лараҫҫӗ.В разных местах, не загромождая середину комнаты, стояли высокие дорожные сундуки.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӗсем мӗн ҫинчен шапӑлтатнине чухламасӑр — кӑвак куҫлӑхлӑ, шуранка, чее-елпӗрчӗк ҫӑварлӑ тата усӑк хӑлхаллӑ ҫынна кӑларса тӑратрӑм, — вӑл ылтӑн тыткӑчсемпе ҫирӗплетнӗ арчасем урлӑ каҫа-каҫа чӑнкӑ ту тӑрринчен анать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ещӗксем, арчасем, михӗсем хушшинчен, чей ӗҫекен, хӗвелҫаврӑнӑш катакан, ҫывӑракан ҫынсем ҫумӗнчен, кулса е вӑрҫкаласа ларакан ҫынсен хушшинчен эпӗ алӑк патнелле утрӑм.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Нимӗҫ офицерӗсемпе вӗсен арӑмӗсем ларса тулнӑ, арчасем тата ытти ӑпӑр-тапӑр тиейӗ машинӑсем урапасем ҫине пыра-пыра кӗнӗ.На телеги наезжали машины с офицерами, офицерскими жёнами, баулами, корзинами и сундуками.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Унта арчасем, ещӗксем, михӗсем темӗн чухлех.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫӑра туратсем, йӑвӑ та тӗксӗм чӗнтӗрсем пек, чӳречесене хупласа тӑнӑ, хӗвел ҫути ҫак чаршав витӗр пӗчӗк пӳлӗмсене, тӗрлӗ мебель тата пысӑк арчасем лартса тултарнӑскерсене, аран ҫеҫ пайӑркаланса кӗнӗ, ҫавӑнпа та пӳлӗмсенче яланах ҫурма тӗксӗмлӗх салхулланса тӑнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн чемодансемпе арчасем ҫав тери нумайччӗ, вӗсене лартма вырӑн та ҫитмерӗ.Чемоданов и сундуков у него было столько, что их некуда было ставить.
Нимӗҫсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫӳлӗ хыҫлӑ тӑватӑ пукан, стенасем ҫумӗнче тимӗрпе кӑшӑлланӑ арчасем, ку арчасенче повет судне панӑ элеклӗ хутсене кулисемпех усраҫҫӗ.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ку — хӗрарӑмӑн кулленхи япалисем: капӑрчӑксем, пӗчӗк арчасем, пӗчӗк флаконсем.Это были предметы женского обихода, — украшения, ларчики, флакончики.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сӗтел-пукансем, коверсем, тӗкӗрсем тата хуҫа хваттерне тӑвӑрлатса тӑракан япаласем пурте ман кӑмӑла каймастчӗҫ, хӑйсем килӗшӳсӗр пысӑк пулнипе, сӑрпа лак шӑршисем кӗнипе мана тарӑхтаратчӗҫ; хуҫасен пӳлӗмӗсем ахаль те мана килӗшетчӗҫ, кирлӗ мар, ытлашши япала чышса тултарнӑ арчасем пек туйӑнатчӗҫ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шурӑ тӗтре ӑшӗнче — тӗтри хӑвӑрт сайраланса пыратчӗ — ҫара пуҫлӑ хӗрарӑмсем, пулӑ куҫӗсем пек ҫаврака куҫсемлӗ ҫӑмламас мужиксем пӗр-пӗрне ураран тӗке-тӗке ӳкерсе унталла-кунталла чупкаласа ҫӳретчӗҫ, пурте таҫталла тӗркесем, михӗсем, арчасем йӑтса каятчӗҫ, такӑна-такӑна ӳксе, турра тата Микул турра асӑнса хӑтланатчӗҫ, пӗр-пӗрне хӗнетчӗҫ; ҫакӑ пит хӑрушӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тата интереслӗччӗ; эпӗ ҫынсем хыҫҫӑн чупса вӗсем мӗн хӑтланаҫҫӗ-ха, тесе пӑхса ҫӳрерӗм.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кухня — пысӑк, анчах ӑна шкапсем, арчасем лартса тӑвӑрлатса хунӑ, ҫӗрле вӑл пӗчӗккӗн курӑнать.Кухня — большая, но загромождена шкафами, сундуками; ночью она кажется маленькой.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӳречесӗр тӗттӗм спальняра, сарлака кроватьсӑр пуҫне, арчасем, шкапсем лараҫҫӗ, вӗсенчен листаллӑ табак тата персидски ромашка шӑрши кӗрет.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Арчасем пурте ун аллинчех тӑнӑ, вӑл вӗсем ашӗнче чакаланма, куҫара-куҫара хума, виҫме, ҫӗнӗлле вырнаҫтарма чарӑнман, анчах эпир ялти ҫуртра пурӑннӑ чухне пулакан ачаран хӑнӑхнӑ шав, хӗвӗшӳ ҫитмен ӑна.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унта пӑлан, шур упа кӗлеткисем, кӳлнӗ пӑлансемпе йытӑсем, табак туртмалли чӗлӗмсем, чернильницӑсем, темӗн тӗрлӗ пӗчӗк арчасем.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗр виҫӗ ҫынни — вӗсен шутӗнчех Сима Дедушкин та пур — вӗҫенкайӑксем тата ытти чӗрчунсем тытса усрамалли читлӗхсем тӑваҫҫӗ, Пушкаревсен килйышӗ пысӑк тетелсем авас ӗҫпе аппаланать, Стрельцовсем хурӑн тымаррисенчен пӗчӗк арчасем, чеен хайласа вырнаҫтарнӑ вӑрттӑн пӳлӗмсемлӗ ещӗксем ӑсталаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.