Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Саккун хӑмисене илнӗ те арчана хунӑ, каштисене арча ункисене тӑхӑнтартнӑ, хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хунӑ; 21. хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӑл саккун арчине кӗлӗ чатӑрне илсе кӗрсе лартнӑ та, чаршав карса, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен арчана хупӑрласа хунӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Арча хупӑлчине те ҫавӑн пекех таса ылтӑнран ту: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; 18. тата ылтӑнран икӗ херувим ту: хывса-ҫапса ту, вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса ларт; 19. пӗр херувимне пӗр хӗррине, тепӗр херувимне тепӗр хӗррине туса ларт; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тӑвӑр; 20. херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑрӗҫ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑрӗҫ, пичӗсем хире-хирӗҫ пулӗҫ: херувимсен пичӗ арча хупӑлчи ҫинелле пӑхса тӑрӗ.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ылтӑнран икӗ херувим хывса-ҫапса тунӑ: вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса лартнӑ, 8. пӗр херувимне — пӗр вӗҫне, тепӗр херувимне тепӗр вӗҫне туса лартнӑ; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тунӑ; 9. херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑнӑ, пичӗсем тӗлме-тӗл пулнӑ; херувимсен пичӗ арча хупӑлчийӗ ҫинелле пӑхнӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хур, арчине Эпӗ сана парас саккун хӑмисене хур; 22. Эпӗ сана ҫавӑнта курӑнӑп, Израиль ывӑлӗсене сан урлӑ мӗн каламаллине пурне те Эпӗ сана арча хупӑлчи ҫийӗнчен, саккун арчи ҫийӗнчи икӗ херувим хушшинчен пӗлтерсе тӑрӑп.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Арчана хупнӑ чухне алӑкӗ унчченхи пек вырӑнне лармарӗ, Маюк инке тепӗр хут уҫрӗ — пӗҫҫине шарт ҫапрӗ: арча тӑпсине хире-хире хӑпӑтнӑ, питӗрнӗ арчана тепӗр енчен уҫмалла тунӑ.
Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.
Харита ӑна, тен, ҫырнӑ та; Харитӑн хӑйӗн тарҫӑсем пулнӑ, вӗсем те унпа пӗрле тухса кайнӑ, мӗн пур япалине арчасене вӗсем ҫеҫ тирпейлӗн пуҫтарса хума пултарнӑ, мӗншӗн тесен Моргиана тарҫисем арчасем пирки те, миҫе арча ларнине те пӗлмеҫҫӗ; халал хутне евитлесенех Моргиана ҫӑра уҫҫисене илнӗ те вӗсене яланах хӑйӗн ҫумӗнче тытать.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Арчине илсе ҫитерсен, капитан арча ҫийӗ ҫинчи ункинчен тепӗр каната ҫыхса арчана шӑлтӑрмасемпе турттарса хӑпартма хушнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сӳрӗкленсе кайнӑ Наталья арча патӗнчен кровать патне, кроватьрен арча патне сӗнксе ҫӳрет, нимӗн те курман куҫӗсемпе арчари пӗр купа тум-таврашсем ҫине пӑхать, йывӑр кӑмӑлӗпе темӗн ҫинчен шухӑшласа, тутисене пӑшӑлтаттарать.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
14. Вара халӑх Иордан урлӑ каҫмашкӑн хӑйӗн чатӑрӗсем патӗнчен тапранса тухнӑ, священниксем халӑх умӗнчен [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пынӑ, 15. ҫапла [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине йӑтса пыракансем Иордана пырса кӗрсессӗнех, арча ҫӗкленӗ священниксем урине шыва чиксессӗнех [Иордан вара тулӑ вырнӑ вӑхӑтра яланах ҫыранӗнчен тухса ейӗве кайса выртать], 16. тури енчен юхакан шыв тӑпах чарӑннӑ та Цартан ҫывӑхӗнчи Адам хули патне ҫитичченех хӳме пек пӳлӗнсе тӑнӑ; анаталла юхакан шывӗ тӳремлӗх тинӗсне, Тӑварлӑ тинӗсе, юхса кайса пӗтнӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑрса ҫавӑр; 14. каштисене арчан икӗ айккинчи ункӑсене тӑхӑнтарт, саккун арчине ҫапла каштапа ҫӗклесе ҫӳремелле пултӑр; 15. каштисем арча ункисенчех тӑччӑр, вӗсене кӑларса хумалла мар.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Урапа ҫине симӗс арча лартнӑ, арча ҫине, татӑк-кӗсӗкрен ҫӗленӗ утиялпа витсе, минтерсем хунӑ.
Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Инҫетри кӗтесре вара ҫӳллӗ вӑрттӑн арча ларать, ӑна капмар хура виҫӗ ҫӑрапа питӗрнӗ; арча пирки эпӗ тӳрех темле пӗлтерӗшлӗн уйларӑм.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Куҫа уҫнӑ ҫулталӑк пурӑннӑ хушӑра эп ӑна хӑнӑхса ҫитрӗм те унӑн урисем ҫуккине темле асӑрхами пултӑм, анчах халӗ тӗлӗнсех кайрӑм — арча ӑна шӑпах хулпуҫҫи таран,вӑл арча умне лартнӑ шӑтӑка кӗрсе тӑнӑ, тейӗн.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Сулахай кӗсйинче пит пысӑк кӗмӗл арча тупрӑмӑр, арчи хупӑлчаллӑ, ӑна ҫав металранах тунӑ; хупӑлчине эпир, ухтаракансем, ҫӗклесе уҫма пултараймарӑмӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тӗлӗкре вӑл мулне хӑй те курнӑ: пысӑк симӗс арча, арчара тӗрлӗрен тӗлӗнмелле япаласем, хаклӑ чулсем.Ей даже самый клад приснился: огромный зелёный сундук, а в нём всякие диковинки и сокровища.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Вӑл ман умра питӗрнӗ арча пек тӑратчӗ, ҫав арча ӑшне мана кирлӗ пӗр темле япалана пытарса хунипе эпӗ туяттӑм та ҫине тӑрсах ӑна уҫма пултаракан уҫҫи шыраттӑм.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрача арчарах пурӑнчӗ, ҫирӗ, ҫывӑрчӗ; шиклӗ сас-хура пулсан арча хупӑлчине хупса лартрӗҫ.Девочка и жила, и ела, и спала в сундуке; при тревоге крышку сундука захлопывали.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Нимӗҫсем ӑна тупнӑ та, арчине питӗрсе илсе, арӑмне арча ҫумне ҫыхса хунӑ, унтан иккӗшне те пӳрчӗпе пӗрле ҫунтарса янӑ.Немцы нашли его, заперли сундук, привязали жену к сундуку и сожгли вместе с домом.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ильяс выртмассерен йӑтӑнса анмасан юрӗччӗ тесе пӑшӑрханать, хӑй ҫапах та вырӑнне ҫав арча ҫине сарать, ҫыварса тӑрсан, пӗчӗк тӳшекӗпе минтерне, витӗнкӗҫне, пуҫтарса, арчинчи пӗр кӗтесе чиксе хурать.
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Сан арчу ҫуккине пит аван пӗлетпӗр-ха эпир, пирӗн кунта хамӑрӑн арча пур…— Ну, что у тебя сундука нет, это мы знаем, так здесь наш сундук имеется…
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.