Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аркатнӑшӑн (тĕпĕ: аркат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пурин те валли татат суйласа илнисем валли кӑна хатӗрленӗ фильсем хушшинчи чикке аркатнӑшӑн» приз — «Пӗлӗт-ҫӑтмах»;

Приз «За разрушение барьера между фильмами для всех и кино для избранных» — «Облако-рай»;

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Ӗнел общинин пухӑвӗнче кӗрӳшӗ, Миххана хирӗҫ тӑрса, хӑй пурнӑҫне аркатнӑшӑн Наҫтик те питех кӳренет.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Юратман пулас эсӗ мана, Тоня. Нихӑҫан та юратман. Кирлӗ вӑхӑтра усӑ курма ҫеҫ тытнӑ хӑвӑн ҫумӑнта шкулта вӗреннӗ чухне. Дениса кӑлӑхах айӑпларӑм тӑр юратӑва аркатнӑшӑн. Санӑн ман пата нимӗнле туйӑм та пулман», — пӗтӗмлетрӗ ӑшӗнче вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пирӗн хамӑр хуласемпе ялсене ҫунтарса янӑшӑн, госпитальсене бомбӑсем пӑрахса аркатнӑшӑн, мирлӗ халӑха хӗн кӑтартса тата персе вӗлернӗшӗн тӑшмана тавӑрас пулать.

Мы обязаны отомстить за расстрелянных и замученных мирных жителей, за разрушенные госпитали, за бомбежку наших городов, наших деревень и сел.

Тӑван ҫӗршыв чӗнет // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Томилин Иван пӳрчӗн хӑрах стени урам еннелле мӑкӑрӑлса тухнӑ: кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анасран ӑна ҫӗре алтса тӗкӗленӗ кукӑр туратлӑ тӗкӗ ҫеҫ тыткаласа тӑрать, — ахӑртнех, хаяр шӑпа харсӑр артиллериста хӑйне те, наводчикра ҫӳренӗ чух, нимӗҫ тата вырӑс ҫыннисен ҫурчӗсене нумай аркатнӑшӑн тавӑрас тенӗ пулмалла.

У Томилина Ивана падала на улицу стена хаты, держала ее врытая в землю рогатая подпорка, — видно, мстила лихому артиллеристу судьба за те немецкие и русские домики, которые разрушил он, будучи наводчиком.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех