Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аркатар (тĕпĕ: аркат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гранатӑпа аркатар!

Давай гранату.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫапла аркатар ирсӗр кайзер Вильгельма!

Разобьем поганого кайзера Вильгельма.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Акӑ ҫав ҫулсенчи сӑвӑсенчен пӗри: «Хамӑрӑн ыранхи кунӑмӑршӑн Рафаэле ҫунтарар, музейсене аркатар, искусство чечекӗсене таптаса лучӑркар».

А вот стихи тех лет: «Во имя нашего завтра сожжем Рафаэля, разрушим музеи, растопчем искусства цветы».

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Тӑшмана аркатар та ӗҫме вӗренер-и?

Врага побьем, а пить научимся?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫапса аркатар

Добьем…

XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тек кӗтӳ майлӑ йӑваш пулар мар, Каррӑн тӑрса тӑшмана аркатар.

Встань же, дружина, пред ворогом черным, Больше не будем мы стадом покорным!

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

4. Санӑн пухӑвусенче тӑшманусем ахӑрчӗҫ; пирӗн элемсем вырӑнне хӑйсен паллисене лартса тухрӗҫ; 5. кӑтартрӗҫ хӑйсене — явӑнчӑк-явӑнчӑк йывӑҫ турачӗсем ҫине пуртӑ ҫӗклерӗҫ; 6. унти касса тунӑ пӗтӗм эреше пӗр ӑстрӑмра пуртӑпа, айпӑлтапа касса-вакласа тӑкрӗҫ; 7. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ; Санӑн ятупа лартнӑ Ҫурта пӗтӗмпех ирсӗре кӑларчӗҫ; 8. хӑйсен ӑшӗнче каларӗҫ: «вӗсене тӗппипех аркатар» терӗҫ, ҫӗр ҫинче Турӑ ячӗпе пуҫтарӑнакан пур вырӑна та ҫунтарса ячӗҫ.

4. Рыкают враги Твои среди собраний Твоих; поставили знаки свои вместо знамений наших; 5. показывали себя подобными поднимающему вверх секиру на сплетшиеся ветви дерева; 6. и ныне все резьбы в нем в один раз разрушили секирами и бердышами; 7. предали огню святилище Твое; совсем осквернили жилище имени Твоего; 8. сказали в сердце своем: «разорим их совсем», - и сожгли все места собраний Божиих на земле.

Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫӗр патшисем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Вӑл ҫу сӗрсе лартнӑ Патшана хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пуҫлӑхсем пӗрле пухӑнса каварлашаҫҫӗ: 3. «вӗсенӗн тӑллине татса ывӑтар, вӗсенӗн сӑнчӑрне ҫапса аркатар» теҫҫӗ.

2. Восстают цари земли, и князья совещаются вместе против Господа и против Помазанника Его. 3. «Расторгнем узы их, и свергнем с себя оковы их».

Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех