Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аппалансах (тĕпĕ: аппалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам эп анекдотсемпе аппалансах каймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Те вӑйлӑ ҫил ҫук вӗсен, те ҫилӗ ҫавах вистесе кайӗ тесе ытлашши аппалансах тӑман.

То ли нет у них сильного ветра, то ли решили не заморачиваться из-за того, что все равно будет срывать.

Кури Чу юханшыв // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5426-%D0%9A% ... D0%B2.html

Вӗсене вӑл чи тӗлӗнтермӗш ятсемпе чӗннӗ, пушӑ вӑхӑтне ҫавсемпе аппалансах ирттернӗ.

Она присвоила им самые замысловатые имена и возилась с ними все свободное время.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Микул турӑпа турамӑш умне лартмалли ҫуртасене сӑрласа пама ӗлкреймерӗм, килти ӗҫсемпе аппалансах вӑхӑт иртрӗ, — ҫылӑхне уншӑн хам ҫинех илетӗп.

Свечей к иконам чудотворца и божией матери, грешен, не обмалевал за мирскими делами.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗтӗм куна эпир ӗҫре аппалансах ирттереттӗмӗр, пӗр-пӗринпе калаҫма урӑх май килмерӗ.

Весь день прошел в беготне, и поговорить нам больше так и не удалось.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Вӑл пур, ҫав шӑтӑк кимӗпе аппалансах вӑхӑт ирттерчӗ…

А он-то связался с этой худой лодкой…

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех