Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунашкал аппалансан, пӗтӗм ӗҫе пӑсма пулать.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ку эрнере кулленхи ӗҫсемпе аппалансан, ҫынпа сахалрах хутшӑнсан аванрах.Лучше всего на этой неделе заняться обыденными делами и ограничить общение с людьми.
28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Чылай аппалансан, вӑл хӑйӗн юмӑҫ ямалли хатӗрне хӗвне чикрӗ, вӑраххӑн сывласа каларӗ:
Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ ӗҫпе аппалансан аван.Лучше всего ближайшее время уйти от рутины и заняться чем-то совершенно новым.
26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Халӗ ыркӑмӑллӑх ӗҫӗпе аппалансан лайӑх.Неплохо было бы что-то пожертвовать на благотворительные нужды.
24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Енчен те тӗпчесе пӗлмелли ҫын тӗпчев ыйтӑвӗпе ҫыхӑнман урӑх ӗҫпе аппалансан — кӑткӑс калаҫу чӑнлӑхлӑн юхать.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шкулта эпир няньӑран консерва банки ыйтса илтӗмӗр, ӑна калуш хуракан михӗ ӑшне чикрӗмӗр те, киле килнӗ чух пӗве ҫинче пӗр сехет пек аппалансан, тытса килтӗмӗр…
Ашшӗсӗр // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пӗчӗк те кӑмӑллӑ фотограф хыпаланнӑ, чылайччен аппалансан тин вӗсене вырнаҫтарса лартнӑ; асламӑшне Лизӑпа юнашар лартнӑ, хыҫа Сергейпе Анютӑна тӑратнӑ.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ан тив, апла-тӑк, вӗсем пурте макӑрччӑр, ӑна хӑйӗн йыттисемпе аппалансан аванрах пулӗ, мӗншӗн тесен хӗл ларчӗ ӗнтӗ, кӗҫех юханшыв пӑрланса уйӑх ҫутинче пӑхӑр пек симӗссӗн курӑнакан пулать.
XI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тӑрӑшни харама каймарӗ терӗ Том, мӗншӗн тесен халӗ, хуть те вӗлер, Салли аппа тӗрӗс шутласа кӑлараймасть, йӑлт пӑтрашӑнса кайрӗ вӑл; тӗрӗс шутласан та хӑйне хӑй ӗненмест; тата пӗр-ик кун ҫак ӗҫпе аппалансан, пуҫӗ йӑлт ҫаврӑнса каять унӑн; вара вӑл ҫав ҫӗрҫӑтман кашӑксене шутлама пӑрахӗ, кам та пулин ҫакна тепӗр хут тума ыйтас пулсан та, лайӑх кӑна сӑсӑл вӗҫтерӗ.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юрӗ ӗнтӗ, эсир тем аппалансан та, эпӗ сирӗн пӑтӑрмахӑрсене чӑтма хатӗр, хӑвӑр тӗрӗс-тӗкел ҫитни паха.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хам ҫырас тесен тата кашни кун аппалансан, эпӗ сӑвӑ та ҫырнӑ пулӑттӑм.Я бы и стихи писал, если бы только захотел и начал тренироваться.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эпӗ каларӑм ӗнтӗ, пӑхса тума манӑн карап ҫинчен илнӗ ик-виҫ пичке те пурччӗ, анчах темиҫе эрне хушши аппалансан та ӗҫ тухмарӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Йӗркеллӗ прислуга пулсан, эпӗ хам чылай сахалтарах аппалансан та, ӗҫ, пурпӗр ҫаплах пулса пыман пулӗччӗ-ши вара?
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1