Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аппаланаттӑм (тĕпĕ: аппалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑчченех эпӗ, бригадирта ӗҫленӗ май, счетовод ӗҫне вӗренесшӗн аппаланаттӑм та — пӗлӳ ҫитместчӗ, сахал вӗреннӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапла вара, вӑхӑт-вӑхӑтӑн, чукун ҫул буфетӗнче ӗҫлеттӗм, сурӑхсене кӗтеттӗм, салтак казарми ҫӗклеттӗм, пӑрахут ҫинче — кочегар, картишрен картише упӑтесемпе ҫӳреттӗм, вутӑ ҫураттӑм, шӑратса ҫыпӑҫтармалли япаласемпе сутӑ тӑваттӑм тата ҫакнашкал ытти нумай ӗҫпе аппаланаттӑм

Таким образом время от времени я служил в железнодорожном буфете, пас овец, строил солдатскую казарму, был кочегаром на пароходе, водил по дворам обезьяну, колол дрова, торговал паяльными принадлежностями и проделывал еще многое в том же роде.

III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ун чухне эпӗ сӑвӑсем ҫырса аппаланаттӑм.

Я увлекался тогда стихами.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Мана «Ла-5» самолётӑн шанчӑклӑ та вӑйлӑ моторӗ питӗ килӗшрӗ, эпӗ самолёт патӗнче нумайччен аппаланаттӑм.

Мне очень нравился надёжный, мощный мотор на «Ла-5», и я много возился с самолётом.

4. «ЛА 5» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗр наука кӑна ҫын пурнӑҫне юсама пултарнине ӑнланиччен эпӗ хам та ҫакӑн пек хутсемпе аппаланаттӑм, мӗн ҫырнине ӗненеттӗм.

Когда-то и я верил в эти бирюльки и увлекался, пока не понял, что только наука способна изменить все человеческие отношения.

XXV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара эпӗ час-часах карҫинкка тӑвас ӗҫпе аппаланаттӑм: кивӗ карҫинккасем ҫӗтӗлсе арканса каятчӗҫ те, ҫӗнӗ карҫинккасем тӑваттӑм.

С тех пор мне часто приходилось заниматься плетением корзин: старые ломались или изнашивались и нужны были новые.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех