Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аппалан сăмах пирĕн базăра пур.
аппалан (тĕпĕ: аппалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑшӑн пӗрре те ӳпкелемелле мар, вӑл – чун килӗштерекеннипе ӗҫлемелли тапхӑр, мӗншӗн тесен пушӑ вӑхӑт темӗн чухлех, пурнӑҫа йӗркеленӗ, ачасем ӳссе тухса кайнӑ, юратнӑ киленӗҫпе аппалан та аппалан.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Юрӗ, аппалан, туйӑнта тӗл пулӑпӑр, — терӗ юлташӗ, театр монтажникӗсен бригадирӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Пахчара аппалан.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Микур Ухиллене каласа кӑтартсан, Ухилле ӑса вӗрентсе каларӗ: «Ан аппалан, Сӳхепи, ваттисем сывлӑх парсан, ҫу каҫса та кайӑпӑр!» — терӗ.

Узнав от Мигура, в чем дело, старик стал поучать сына: — Не брался бы ты за это, Сюхеби. Коль предки здоровья дадут, и так лето переживем…

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Вӑт питӗрӗнсе аппалан кунта.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аппалан вара ун чухне санпа…

Возись тогда с тобой…

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Ман валли-тӗк, Андрей Васильевич, чӑрманса та ан аппалан.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аппалан унпа!

Таскайся с ним!

Радиоприемник мыскари // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тархасшӑн, нимӗн те шухӑшласа кӑларса ан аппалан!..

И пожалуйста, ничего не выдумывай!..

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

«Пӗр-пӗр ӗҫ тӑвас шутпа каччӑн е хӗрӗн чун-чӗрине ҫавӑрса илес тетӗн пулсан, вак-тӗвекпе ан аппалан.

«Если тебе по ходу дела нужно завоевать сердце юноши или девушки, не разменивайся па мелочи.

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

— Ухмаха ернӗ ҫын пек ан аппалан, — асӑрхаттарчӗ вӑл.

— Не валяй дурака, — предупредил он.

Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

— Атя ҫапла калаҫса татӑлар: вунсаккӑр тултарсан, кӑмӑлу пулсан, хӑвӑн опытусене татах туса пӑхма пултаратӑн, анчах халӗ ан аппалан.

— Давай твердо договоримся: как только станет тебе восемнадцать лет, тогда, если захочешь, ты повторишь свои опыты, а сейчас пока воздержись.

Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Пыр, ҫӑпатуна сыр, вӑрмантан — тӳрех киле вӗҫтер, ҫырла-масарне пухса ан аппалан.

— Иди, обуй лапти, а из лесу — прямо домой, с ягодами там не замешкайся.

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Кӑшкӑр, турткала, кӑмӑлу туличченех аппалан, — нимӗн те пулӑшас ҫук.

— Кричи, дёргай, сколько хочешь, — ничего не поможет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

— Эхей, тӑн парса ан аппалан!

— Ну, конечно!

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Ан аппалан! Ҫынсене чӗнсе илетӗп! — Кондринӑн чалӑшса кайнӑ, хӑрушӑ сӑнӗнчен хӑранипе кӑшкӑрчӗ Серегин.

— Да брось ты! Людей позову! — глухо вскрикнул Серегин, напуганный перекосившимся страшным лицом Кондрина.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ан аппалан!

— Брось ты!

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Акӑ мӗн, Брузжак юлташ, атя иксӗмӗр калаҫса татӑлар: эсӗ ӳлӗмрен лирикӑпа ан аппалан, юрать-и?

— Вот что, товарищ Брузжак, давай условимся в дальнейшем, что ты не будешь пускаться в лирику.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Юр курчӗ те, командир юлташ, савӑнсах кайрӗ, юр кӗлетке купаласшӑн, аллисем ҫеклӗ пек, ним тума пӗлмеҫҫӗ, вӑт унпа аппалан!

Увидел снег, товарищ командир отряда, обрадовался, захотелось бабу смастерить, а руки, как крюки, — вот и возись с ним, показывай!

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ун ҫинчен калаҫу пуҫланчӗ-тӗк, эсӗ, Сидорович, шӳтпе ан аппалан, мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа пар.

— Раз уж зашел разговор, ты, Сидорович, не отшучивайся, а выкладывай все как есть.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех